Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапаҫҫӗ (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри аттипе тапать, патаксемпе ҫапаҫҫӗ, ҫӳҫӗнчен сӗтӗреҫҫӗ.

Пинают ногами, бьют палками, таскают за волосы…

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Е пӗри, е тепри сике-сике тӑрса Ярилене пырса ҫапаҫҫӗ.

То один, то другой подходит к Яриле и бьет безжизненное тело.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫамрӑк вӑрра ахлатса пӗтӗм вӑйран пуҫ урлӑ ҫапаҫҫӗ.

Молодого вора огрели со всей силы по голове.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑш-пӗр чухне иккӗн-виҫҫӗн пӗр харӑссӑн ҫапаҫҫӗ Шахруна.

Иногда одновременно три-четыре удара.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ыраша паян иртенпех ҫапаҫҫӗ ӗнтӗ, ыран патшалӑха пама каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем кама пуҫ ҫапаҫҫӗ? — тӗпчеме пӑрахмарӗ хан.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Аслӑ княҫӑн тӗпчӗк ҫуралнӑ паян, ҫавӑнпа чан ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, эппин, пирӗн кӳршӗ, ҫӗр ҫулхи Авдотья инке, ача ҫуратса панӑ, ҫавӑнпа чан ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн ятпа чан ҫапаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑрҫа ҫапаҫҫӗ курӑнать — лаша утланнӑ пӗр ачи, — аякранах асӑрхарӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хумсем ҫеҫ ҫил вӑйланнӑран кимме хытӑран хытӑрах пыра-пыра ҫапаҫҫӗ, тата кӗсменсем харӑссӑн ӗҫлени илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчи хула православи патши аллине куҫнине курса ту енчи ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшапа ҫар пуҫӗсем патне пыраҫҫӗ, тархасласа пуҫ ҫапаҫҫӗ: патша вӗсене хӗрхентӗр, ҫилленме пӑрахтӑр, Сӗве хули патне пуҫтарӑнма хуштӑр, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чартӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Линейкӑпа ҫапни аван мар, ӗнтӗ, чӑнах: ытти учительсем те ҫапаҫҫӗ, чӗркуҫҫи ҫине те лартаҫҫӗ, урама та кӑларса яраҫҫӗ итлемен ачасене…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Питне туратсем ҫапаҫҫӗ.

Ветви исхлестали его лицо.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чакмаҫҫӗ хумсем, Ҫӗр чӑмӑрне ункӑлаҫҫӗ, Шеллевсӗр вӗсем, Пурне те, пурне те ҫапаҫҫӗ.

Волна бесконечна, Всю землю обходит она, Не зная беспечно Ни неба, ни дна!

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Буйволсен капмар мӑйракисемпе ӳхӗрсе янратаҫҫӗ, гомас — параппан — ҫапаҫҫӗ, сасси унӑн имшер, анчах хулӑн; арабсене пил парса хӗрлӗ сухаллӑ мулласем унталла та кунталла кумаҫҫӗ.

Трубили в огромные буйволовые рога, били в барабан-гомас, издававший тусклый, басистый звук; расхаживали муллы с рыжими бородами, благословляя арабов.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пирӗннисене тӑллаҫҫӗ; вӗсем йӗреҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, хурахсем вара пуҫсенчен, хул пуҫҫисенчен пушӑпа ҫапаҫҫӗ.

Наших стали заковывать, они плакали и кричали, а разбойники били по головам и плечам кнутами.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӗл пулусем, ҫитменнине тата пач кӗтмен ҫӗртен, ҫакӑн пирки шухӑшлама хӑнӑхнинчен тӑтӑшрах киле-киле ҫапаҫҫӗ.

Встречи, да еще неожиданные, происходят чаще, чем об этом принято думать.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Параппан ҫапаҫҫӗ

Бьют барабаны…

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

Хаҫатӑн кашни номерӗнчех унӑн портречӗсене ҫапаҫҫӗ: «Керенский сӑмах калать», «Халӑх Керенский ҫулӗ тӑрӑх чечексене сарса тухать», «Хаваслӑ хӗрарӑмсен ушкӑнӗ Керенскине аллисем ҫинче йӑтса пырать», тесе ҫапатчӗҫ.

В каждом номере газеты были помещены его портреты: «Керенский говорит речь», «Население устилает путь Керенского цветами», «Восторженная толпа женщин несет Керенского на руках».

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех