Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑксемшӗн (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, вокзал та ҫамрӑксемшӗн хӑйне евӗрлӗ ӳплех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫамрӑксемшӗн пурнӑҫ ансат.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пур еннелле те: хӑть тинӗселле, хӑть сӑрталла, хӑть ҫеҫенхирелле, хӑть варманалла, хӑть тӳпенелле — пур ҫулӗ те ҫамрӑксемшӗн ирӗк.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӗрӗссипе каласан, юрату вӑл ҫамрӑксемшӗн те, ваттисемшӗн те яланах таса та илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чӑваш Ен паян – ҫамрӑксемшӗн тата чунпа харсӑррисемшӗн аталанма, пурнӑҫа лайӑх еннелле улӑштарма паха майсем йӗркеленӗ регион.

Сегодня Чувашия – регион, где для молодых и активных создано много возможностей, чтобы развиваться и менять жизнь к лучшему.

Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/25/glava ... aet-s-dnem

Паянхи тӗл пулу ҫамрӑксемшӗн кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе иккӗшӗ те ҫав тери савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӗсем яланах халӑх хушшинче, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Уҫлӑхӑн ҫӗнӗ формачӗ ачасемпе ҫамрӑксемшӗн илӗртӳллӗ пулса тӑнӑ.

Новый формат пространства стал привлекательным для детей и молодежи.

Ишимбайра ҫӗнӗ ӑрури иккӗмӗш библиотека вулакансем валли алӑк уҫать ӗнтӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nt-3486517

«Ҫулталӑк пулӑмӗ» - ҫамрӑксемшӗн мероприятисемпе проектсем валли.

«Событие года» - для мероприятий и проектов для молодёжи.

Пушкӑртстанра I Республикӑри Ҫамрӑксен ҫитӗнӗвӗсен премине регистрацилесси стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3483047

Кӗрхи ылтӑн вӑрманта ҫулҫӑ шӑласси ҫамрӑксемшӗн чӑннипех те уяв.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем пирӗн истори те, ҫамрӑксемшӗн чӑтӑмлӑх, хӑюлӑх тата пурнӑҫа чунтан юратакан ҫыннӑн тӗслӗхӗ те пулса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Вӗсемпе тӗлпулусем йӗркелени, иртни ҫинчен аса илсе каласа пани паянхи ҫамрӑксемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Пӗр юрӑра «ҫамрӑксемшӗн пирӗн пӗтӗм ҫӗрте ҫул уҫӑ» тенешкел, СССР арканиччен яш-кӗрӗм кирек хӑш союзлӑ республикӑна вӗренме е ӗҫлеме кайма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

«Эсир паян пурнӑҫлакан ӗҫсем ҫамрӑксемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсене аталанса пыма, тӗрлӗ условисем туса пани пурсӑмӑра та хавхалантарать. Пӗтӗмпех Чӑваш Ен валли, пӗтӗмпех Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн пурнӑҫланса пыракан ӗҫсем», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Пухӑ та пухӑ — ҫамрӑксемшӗн уяв!

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫамрӑксемшӗн храмра хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлни питӗ кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туризм маршручӗ хывнӑ // В.БОРОВКОВА. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%82%d1%8 ... %bd%d3%91/

…Ҫав каҫ, вӑтам шкул пӗтернӗ ҫамрӑксемшӗн уйрӑлу каҫӗ, маншӑн — хӑна каҫӗ шутланаканскер, манӑн асӑмра вӑрахлӑха юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ун пек кӗнекесем уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, чӑваш халӑхӑн ӗлӗкхи асаплӑ пурнӑҫне сапласа парса, хальхи пурнӑҫа тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ, коммунизмшӑн кӗрешме хӑвхалантараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫри тӗллевне тарӑнрах ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унӑн хӑюлӑхӗ, йывӑрлӑхсенчен хӑраманни, Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни ҫамрӑксемшӗн хавхалану, ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Хамӑрӑн ҫакӑн пек пӗрлехи ӗҫсемпе, масштабӗпе пысӑках пулмасан та, ҫамрӑксемшӗн вара питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, эпир вӗсене ҫапӑҫма тата ҫӗнтерме вӑй паратпӑр», - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Фронта пулӑшма тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех