Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑншӑн (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑншӑн манран тусӑмсем те тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, анчах эпӗ вӗсемшӗн пӗрре те кӳренместӗп.

и без малейшей обиды выслушиваю насмешки друзей над этим.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак хисепе тивӗҫлӗ чӗрчунсем такамшӑн та ырӑ ӗҫсем тума пултараҫҫӗ, ҫакӑншӑн эпӗ вӗсене чун-чӗререн хисеплетӗп.

Такое удивительное сочетание различных добродетелей, какое я наблюдал в этих благородных существах, наполняло меня глубочайшим к ним уважением.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑншӑн эпӗ сире хисеплесе ҫак ҫӗҫҫе е браслета парне вырӑнне панӑ пулӑттӑм», терӗм те вӗсене ҫавӑнтах кӗсъерен кӑлартӑм.

В благодарность за эту услугу я подарю вам вот этот ножик или этот браслет». Тут я вынул обе вещицы из кармана.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑхӑт иртсен ҫав сӗтрен Эмиль амӑшӗ ҫав тери тутлӑ сыр хатӗрлесе пачӗ, ҫакӑншӑн ывӑлӗ питӗ савӑнчӗ.

Получилась большая головка вкусного сыра, и это доставило Эмилю немало радости.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ ӑна ҫакӑншӑн хам чӗреренех тав тӑвасси ҫинчен каласа патӑм.

Я ответил, что буду признателен ему за это.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ кунта акӑ мӗн ҫинчен пӗлтӗм: ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн пӗр тарҫӑ, хӑйне урай ҫуса тасатма хушсан, юриех ҫак ӗҫе туман пулнӑ, ҫакӑншӑн ӑна король хытӑ ҫаптармалла тунӑ.

Я сам слышал, как его величество приказал отстегать плетьми одного пажа, который во время своего дежурства умышленно не позаботился об очистке пола после казни.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах вӗсенчен пӗри мана вӑл хӑйӗн чапӗпе пуянлӑхне хӑйӗн ҫӗршывӗпе хӑйӗн патшине сутнипе кӑна тупма пултарни ҫинчен, тепри ҫак тӗлӗшпе ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерни ҫинчен, нумайӑшӗсем тата айӑпсӑр ҫынна айӑплас майпа законсене пӑсни ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ хыҫҫӑн (шансах тӑратӑп, вулакан мана ҫакӑншӑн ҫиленмест пулӗ тесе шутлатӑп), ҫак сӑлтавсем ятлӑ ҫынсене ачаранпах хисеплес туйӑма пӑртак та пулин чакарчӗҫ пулин те, кӗҫӗн вырӑнти ҫынсен аслӑ вырӑнти ҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ таранах хисеплесе тӑмалла пулать.

Но когда один из них признался, что своим величием и богатством он обязан измене отечеству, другой — отраве, а большинство — нарушению законов с целью погубить невинного, то эти открытия (надеюсь, читатель простит мне это) побудили меня несколько умерить то чувство величайшего почтения, которое я, как и подобает маленькому человеку, питаю к высокопоставленным особам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ҫакӑншӑн вӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, вӗсене наука тӑшманӗсем, вӗренсе ҫитеймен ҫынсем, обществӑн сиенлӗ членӗсем, харпӑр хӑй ырлӑхӗсемпе интересӗсене тата хӑйсен кахаллӑхне ҫӗршывӑн пулас телейӗнчен мала лартакан ҫынсем вырӑнне шутлаҫҫӗ.

Но на них смотрят с презрением и недоброжелательством, как на невежественных врагов науки и вредных членов общества, жертвующих преуспеянием страны своему покою и лени.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ҫакӑншӑн хытах пӑшӑрханмарӑм.

Я, впрочем, не слишком огорчился этим.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ку инструмента спинет тесе чи малтан ак ҫакӑншӑн калатӑп: ӑна спинета каланӑ пекех калаҫҫӗ.

Я называю этот инструмент спинетом прежде всего потому, что на нем играют так же, как на спинете.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑншӑн тавӑрас тесе, вӗчӗллӗ мыскараҫӑ, майлӑ саманта кӗтсе илнӗ те, эпӗ пӗр улмуҫҫи айӗнчен иртсе пынӑ хушӑра ӑна лӑс-лӑс силлерӗ.

В отместку злой шут подстерег, когда я проходил под одной из яблонь, и встряхнул ее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑншӑн эпӗ пит савӑнтӑм: ҫак кӗвӗҫ усал асси мана тем те тума пултаратчӗ пулӗ.

Я был очень рад этому: трудно сказать, что еще мог придумать этот злобный урод.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн ӑна ҫакӑншӑн пӗтӗм чӗререн тивӗҫлипе ырӑ тӑвас килчӗ.

Мне от всей души хотелось отплатить ей по заслугам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ ку ачана ҫакӑншӑн хам ҫине ҫилентерсе юнава хывтарас мар терӗм.

Но мне не хотелось, чтобы в ребенке затаилась обида и злоба против меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кайран, кепка туянса панӑ хыҫҫӑн, ашшӗ ҫакӑншӑн ӳкӗнсе те илнӗччӗ.

Потом, кстати, папа не раз жалел, о том что купил кепку.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Сан шутупа Петрель фру ҫакӑншӑн савӑнать-и? — иккӗленерех ыйтрӗ Ида йӑмӑкӗ.

— Ты думаешь, фру Петрель ему обрадуется? — с сомнением спросила сестрёнка Ида.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакӑншӑн вӑл кӑштах пӑшӑрханса та илчӗ.

Это её сильно расстроило.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та ҫакӑншӑн ӑна никам та тав сӑмахӗ каламарӗ.

Однако никто его за это не поблагодарил.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакӑншӑн пуриншӗн те туса панӑ хакпа его величествӑн хӑйӗн хыснинчен укҫа тӳлесе тӑнӑ.

За все это уплачивалось по установленной таксе из собственной казны его величества.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ подразделенисен командирӗсене тата дисциплинӑна пӑсакансене хам пата чӗнсе илтӗм те, ҫакӑншӑн хытӑ ятларӑм.

Я вызвал к себе командиров подразделений и самих нарушителей дисциплины и строго отчитал их.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех