Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнар (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улюк хӗрӗ Надя та аслисен ӗҫне хутшӑннӑччӗ, анчах ӑна Анюк: «Хамӑр та нумаййӑн, пурте ҫаврӑнар мар, журналсем пӑх, ав», — тесе, диван ҫине, йӗкрешсем хушшине, тӗртсе кӗртсех лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Атя, курса ҫаврӑнар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эс ан кай-ха, иккӗн сухаласа ҫаврӑнар, — Анушка, ӑста тракторист пек, мотора наччасах чӗртсе ячӗ, тепӗр минутран трактор вара, тан тӗл пулнӑ хӗрпе каччӑна калаҫтарасшӑн пулнӑ евӗр майӗпен шаккаса, суха касси хӗррипе анаталла, ҫырма еннелле шурӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫаврӑнар мар-и?..

Может, повернуть?..

XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Айтӑр-ха, лаптӑк тавра тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнар, ҫак ҫӑва шӑтӑкӗнчен тухмалли май пулмӗ-ши.

Обойдем эту площадку и внимательно посмотрим, не остается ли еще дороги к спасению.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Айтӑр-ха тепре пӑхса ҫаврӑнар, тен, тата мӗн те пулсан тупӑпӑр…

Давайте-ка ещё пройдёмся, осмотрим всё, может ещё какие улики найдём…

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Халӗ ӗнтӗ Томпа Бекки патне ҫаврӑнар.

Теперь вернемся к Тому и Бекки и посмотрим.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

40. Хамӑр ҫулсене сӑнар та, тишкерсе пӑхар та — Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнар.

40. Испытаем и исследуем пути свои, и обратимся к Господу.

Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех