Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавине (тĕпĕ: ҫава) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавине сулнӑ май икӗ вӗҫлӗ сухалӗ енчен енне пӑркаланать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Нетӳк аппа лаша ураписем тунӑ хулӑн тусанлӑ урам варрипе мар, курӑклӑ ҫерем айккипе, хулпуҫҫи ҫине ҫавине уртса, апат хутаҫҫине йӑтса Хир касси урамӗпе пӑрҫа уйӗ еннелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫавине Коля питӗ меллӗ те селӗм туса панӑ иккен: вӑшкӑнать ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укаҫ ҫавине курӑкпа шӑлчӗ те пурте илтмелле: «Калаҫчӑрах ӗнтӗ, Тимуш, шӳтлеччӗр. Кӑштах ҫӑвара вылятмасан, ӗҫ ӳсӗнмест, мӗн вӑтанмалли пур», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Пурне те ҫапла куҫран пӑхса тӑрасчӗ сан, Тимуш, хул та ыратмӗччӗ пирӗн, салтак маткисен, чӗре те нӑйкӑшмӗччӗ. Виҫӗ хут туптарӑн-ши паян Укаҫ ҫавине, тӑватӑ хут та-ши», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Темшӗн-ҫке ӑна Укаҫ кун каҫа та хӑйӗн ҫавине туптаттарман пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл пӗлмен ӗҫ ҫукчӗ пулмалла: катка-пичке те хӑех майлаштаратчӗ, ҫурлине те хӑех шӑллатчӗ, ҫавине те туптатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавине сарлакан сула-сула ярать, ун хыҫҫӑн хулӑн паккус вырта-вырта юлать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗр ҫавине хурса хӑварчӗ те хӑва хушшине каччӑ патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ ӗнтӗ Укаслу паккус вӗҫне тухрӗ те, ҫавине хӑйрас тесе, лӑпатка туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн йӑрӑс пӗвӗ ҫавине кӑшӑ-ӑл-л! калла илмессерен пӗлӗтелле туртӑннӑ пек пулать, ҫавӑнтах тӗлӗнмелле илемлӗн чалӑшса, хыҫалалла ывтӑнать; аллисем выляса илеҫҫӗ — ҫивчӗ ҫава пӗр касӑм туса паккусӑн тепӗр вӗҫне ҫитет, ун чухне вара хӗр кукленсе илнӗ пек пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Павӑл кӗпине вӑрт-варт тӑхӑнчӗ, унтан, ҫавине йӑтса, хыпаланса, Ленӑна: — Айта, васкар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Чимӗр-ха, арҫынӗ Кавӗрле Павӑлӗ мар-и ҫав? — хӑштик-хӑштик сывлакаласа, ыйтрӗ шупка кӗрен сӑн-питлӗ, сунар кӑйкӑрӗнни пек ҫивӗч куҫлӑ чух хӗрарӑм, ҫавине кӑвапинчен ик аллипе те ҫатӑрласа тытнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«А-а, апла-и-ха эс?» — самантрах шалтан «тивсе» кайрӗ халӗ Ула Тимӗр, Пурисран супса иртсе малалла ҫурма сулмаклӑ утӑмсемпе тӗрмекленекенскер, вара, пуҫне каялла ҫавӑрса илсе, пӗр шелсӗр «ҫавине чул ҫине тӑрӑнтарчӗ»:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫтаппан ҫаран чикки умне пырса тӑчӗ те ӑшӗнче кӗлӗ сӑмахӗсене пӑшӑлтатса сӑхсӑхрӗ, ҫавине вирлӗн сулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанӑн уҫӑ сасси шӑпланма ӗлкӗреймерӗ — Анук ҫавине йӑтса чупса та тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара Ҫтаппан ҫавине йӑтса хӳшӗрен тухрӗ те: — Эй! Кайрӑмӑ-ӑр!.. — тесе кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавине Аркадие тыттарса, хӑйрине ҫавӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавине, пурттине те хӑйраттарасчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ саланса кайнӑ, куҫӗсем хаяррӑн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ, аллинчи сарӑ тутӑх витнӗ авӑрсӑр ҫавине, кӗҫ-вӗҫ касма хатӗрленсе, пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех