Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӳҫӗнчен (тĕпĕ: ҫӳҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кала, кала, Куҫма, — вӑрӑм ҫӳҫӗнчен ачашласа, пӳртелле кӗртрӗ ывӑлне Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ав епле иккен! — асар-писерле кӑшкӑрчӗ те вӑл Кӗтерука ҫӳҫӗнчен ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук десятскисен аллинчен вӗҫерӗнчӗ те Лукарьене ҫӳҫӗнчен ярса тытса ҫӗре пӗтӗрсе ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫак самантрах Анука ҫӳҫӗнчен тытса тӑпӑлтар-ма та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл юнашар утакан хусах ҫине кӑтра ҫӳҫӗнчен пуҫласа купӑсла хутлатнӑ атӑ кунчи таранах пӑхса анчӗ: комбайнпа ӗҫлет пулсан та, кӑвак кӗпи те, хура хӑмӑр шӑлаварӗ те таса, вӗсене паян ир ҫеҫ якатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫӳҫӗнчен лӑска-лӑсках хам хӗртен сивӗтрӗм-ха эпӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

(Ҫеркуша ҫӳҫӗнчен лӑскать.)

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Малюҫ хыҫалтан йӑпшӑнса пычӗ, салтак арӑмне ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ те мӗнпур вӑйӗпе туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк вӑл, те ывӑнчӗ, те темскер аса илчӗ, нускине айккине хучӗ те — вӑт тӗлӗнтермӗш! — хӗрӗн ҫемҫе ҫӳҫӗнчен кӑштӑртатнӑ аллипе ҫупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр Славике мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те ҫамкинчен, питӗнчен, куҫӗнчен, ҫӳҫӗнчен чуптуса тухрӗ, хӑйӗн куҫҫӳлленнӗ вӗри пичӗпе ачан питне, тутине сӗрчӗ, ҫӳҫӗпе мӑйне кӑтӑклантарчӗ, хӗрӗн лӗпӗш сухалӗ пек вӑрӑм та хытӑ куҫ хӑрпӑкӗсем ача пичӗ ҫинче йӑпӑртатса чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Анчах чуптӑвас вырӑнне Маринэ ӑна ҫӳҫӗнчен лӑскама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн хайхискер юнашар кравать ҫинче лӑпкӑн ҫывӑракан Алексанова хура кӑтра ҫӳҫӗнчен лӑскаса вырӑн ҫине тӑратса лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Куншӑн ӑна вӑрҫса та илнӗ, ӳкӗтлесе тата хӑратса та пӑхнӑ, аслӑ пиччӗшӗ Василий ҫӳҫӗнчен те лӑскаса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Хӑй вӗлернӗ савнине ҫӳҫӗнчен ачашлама тытӑнчӗ, ҫамкинчен, куҫӗнчен чуптурӗ, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, суранне аллипе хупларӗ, юхакан юнне чарас пек аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсенчен пӗри касса пӑрахнӑ пуҫне те илсе тухас тесе ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, хӗрарӑма хыҫалтан, ҫӳҫӗнчен ҫатӑрласа тытса, хӑй патнелле туртса илчӗ те, урипе хырӑмӗнчен тапса, сирпӗтсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмне ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ те кушак ҫури пек урамалла сирпӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пултаратӑн! — терӗ те Савин мучи мӑнукне сарӑ ҫӳҫӗнчен шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ывӑлӗн кӗске каснӑ ҫырӑ ҫӳҫӗнчен ачашла-ачашла илет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах «тип» ӑна чи малтан ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ:

Но «тип» сперва схватил его за волосы:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех