Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, шыраса йӗрсе ҫӳрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа; 5. вӗсем Сиона мӗнле каймалли ҫинчен ыйтӗҫ, ҫавӑнта каякан ҫула шырӗҫ, «каяр та Ҫӳлхуҫапа ӗмӗрлӗхе пӗрлешер, нихӑҫан манӑҫми килӗшӳ тӑвар» тейӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия пророк пӗтӗм халӑха хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри каланӑ сӑмахсене, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри халӑха Иеремия урлӑ пӗлтернӗ сӑмахсене, каласа парсассӑн, 2. Осаия ывӑлӗ Азария, Карей ывӑлӗ Иоанан тата ытти чӑрсӑр ҫынсем Иеремийӑна каланӑ: эсӗ тӗрӗссине каламастӑн, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сана: «Египета ан кайӑр, унта ан вырӑнаҫӑр» теме яман; 3. сана Варух, Нирия ывӑлӗ, пире хирӗҫ хӗтӗртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вӑл, пире вӗлерччӗр, Вавилона тыткӑна илсе кайччӑр тет-и? тенӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн, 14. «ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн, 15. Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн, 16. хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ, 3. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 16. кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн; 17. анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кай та Иудея арӗсемпе Иерусалимра пурӑнакансене кала: ара, сире ҫакӑ та ӑса вӗрентмест-ши, эсир Ман сӑмахӑмсене итлемӗр-ши? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахне! Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ҫапла калать: эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн; 5. эсӗ тӑнӑҫлӑн вилӗн; аҫусемшӗн, — хӑвӑнччен малтан пулнӑ ӗлӗкхи патшасемшӗн, — вӗсене пытарнӑ чухне ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ пек, саншӑн та ҫапла тӗтӗрӗҫ, саншӑн та: «хуйхӑ ҫитрӗ! ах, патшамӑр!» тесе хӳхлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫак сӑмаха Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилон патши Навуходоносорпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ, ҫӗр ҫинчи ӑна пӑхӑнса тӑракан мӗнпур патшалӑхпа мӗнпур халӑх Иерусалима тата таврари хуласене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патши аллине паратӑп, вӑл ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ; 3. эсӗ те унран хӑтӑлаймӑн, ун аллине лекетӗнех; эсӗ Вавилон патши умне тӑрӑн, вӑл санпа куҫа-куҫӑн калаҫӗ, эсӗ вара Вавилона кайӑн.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунта Турӑ Ҫуртӗнче тав парни кӳрекенсен сасси илтӗнсе тӑрӗ: «Саваоф Ҫӳлхуҫана мухтӑр — Ҫӳлхуҫа ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе!» Эпӗ ҫак ҫӗрӗн шӑпине улӑштарӑп, пурте унчченхи пек пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Нехелам ҫыннине Шемаияна кала: 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: эсӗ хӑвӑн ятупа Иерусалимри пӗтӗм халӑх патне, Маасея ывӑлӗ Софония священник патне, ытти мӗнпур священник патне ҫыру янӑ, 26. ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Софония, Ҫӳлхуҫа сана Иодай священник вырӑнне священника лартрӗ, санӑн Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗшӗн яваплӑ пулмалла, хӑйне хӑй ухмаха тухнӑ ҫын пек тыткалакана, пророкла калаҫма чӑрсӑрланакана санӑн тӗрмене лартмалла, каска тӑлӑпа тӑлламалла: 27. мӗншӗн-ха эсӗ Анафоф Иеремийине хӑвӑр патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳреме чармастӑн?
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен 17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; 18. вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; 19. Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкменччӗ-и-ха, Ҫӳлхуҫана тархасламанччӗ-и? Ҫӳлхуҫа вара шухӑшне улӑштарнӑ, вӗсене пӗлтерсе хунӑ инкекне чарса лартнӑ; эпир хамӑра ҫав тӗрлӗ усал тӑвас тетпӗр-и? тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудейӑран куҫса кайнисем, ҫак вырӑнтан Халдея ҫӗрне Эпӗ Хам куҫарнӑ ҫынсем, Маншӑн ҫак лайӑх ҫырла пек лайӑх пулӗҫ; 6. вӗсене ырӑлӑх парса, Эпӗ вӗсен енне ҫаврӑнса пӑхӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене тӗреклӗлетӗп — пӗтермӗп, вырӑнаҫтарса лартӑп — кӑкламӑп; 7. Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп: ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм чӗрипе Ман енне ҫаврӑнӗҫ.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун вӑхӑтӗнче Иуда ҫӑлӑнӗ, Израиль шанчӑклӑ пурӑнӗ; акӑ Ӑна чӗнмелли ят: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» 7. Ӗнтӗ «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тесе калама чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Седекия патша Молхий ывӑлне Пасхора тата Маасея священникӑн ывӑлне Софонийӑна Иеремия патне ярса, ӑна: «Ҫӳлхуҫана пирӗншӗн тархасла-ха, Вавилон патши Навуходоносор пире хирӗҫ ҫапӑҫать; тен, Ҫӳлхуҫа пӗр-пӗр кӗтретне туса кӑтартӗ те, Навуходоносор пирӗн патӑртан хӑпса кайӗ» тесе калама хушнӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та тупа тунӑ чухне: «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» теме чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 15. ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль ывӑлӗсене Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене вӗсенӗн ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫак мӗнпур сӑмаха хӑвӑн халӑхна каласа парсассӑн, вӗсем санран: «ҫак пысӑк инкеке Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине мӗншӗн ячӗ-ши, ара, эпир мӗнле усал ӗҫ тунӑ-ши? Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче мӗнле ҫылӑх тунӑ-ши?» тесе ыйтсассӑн, 11. вӗсене ҫапла кала: сирӗн аҫӑрсем Мана пӑрахнӑшӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн, Манӑн саккуна уяса тӑманшӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.