Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӳллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӳллӗ (тĕпĕ: ҫӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен те пулмарӗ, ҫурт айккинчи пахчаран плавки тата кеда тӑхӑннӑ ҫӳллӗ, атлет пек арҫын тухрӗ те пирӗн паталла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсем чуллӑ, ҫӳллӗ туллӑ-сӑртлӑ пулсан та, ҫӗрӗ тухӑҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Утар йӗритавра ҫӳллӗ чӑрӑшсемпе мӑнаҫлӑ ҫӑкасем ӳсетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Вӗсем никӗсӗсем ҫуккипе пит ҫӳллӗ пӳртсемех пулман.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тӗлӗнсе каймалла хӑйне евӗрлӗ ҫын темелле ӑна: ҫӳллӗ те ҫирӗп кӗлеткеллӗ, тикӗт сӗрнӗ евӗр хура та кӑтра вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, куҫӗ — хура шӑрҫа пек.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫурчӗсем самай юсавлӑ, карта-хури те ҫӳллӗ, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла ҫӗнетсе пыраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хӗлле чӗр вилӗм ку касра пурӑнасси: юрлӑ, аскӑн ҫавра ҫилсем урам тӑршшӗпех ҫӳллӗ кӗртсем хӳсе лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ҫитменнине тата пӑх-ха, каччи епле илемлӗ, ҫӳллӗ те ҫирӗп пӳ-силлӗ, сапӑр кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӗлеткипе те ҫӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пӗррехинче, лешӗ тӗлпулӑва пыман каҫхине, хӗр Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче виҫӗ сехет кӗтсе тӑчӗ, ӑшӑ ыйха путакан хулан пушанма тытӑннӑ урамӗпе унӑн общежитие пӗччен таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫӳллӗ те тӗреклӗ, вӑтам ҫулсенчи арҫын.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Римма пӗрремӗш хут ҫӳллӗ ҫурт патне пынӑ чухне вӗсене ыттисем пек мар вӑйлӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ улӑпсем тӑваҫҫӗ пуль тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Енчен чӑнахах та анне патне ҫыру яратӑрах пулсан, эпӗ пулас ҫуртӑн чи ҫӳллӗ хутӗнче ӗҫлени ҫинчен, тархасшӑн, ан ҫырӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах ытла та ҫӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑри ҫӳллӗ вырӑнсене хӑпарма, унта ҫӳреме шикленми пулчӗ ӗнтӗ хӗр, хӑнӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан пӗр ҫын чи ҫӳллӗ икӗ ҫурт ҫине урам урлӑ хунӑ хӑма тӑрӑх куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса утса тухма шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунтах — йӗпенмен хулӑн хура хутпа витнӗ ҫӳллӗ ещӗк.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройка еннелле тухакан кантӑк умӗнче тӑракан ҫӳллӗ те хытканрах арҫын телефонпа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑна кӗрсе ҫӳрекен вырӑнта Иринӑна аслӑ ҫулсенчи ҫӳллӗ мар арҫын, юттисене кунта кӗме юраманни ҫинчен асӑрхаттарса, тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑвак пурҫӑн кӗпине, аслӑ шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ятпа ашшӗпе амӑшӗ туянса панӑ ҫӳллӗ кӗлеллӗ сӑран пушмакне тӑхӑнчӗ, шурӑ тиртен ҫӗленӗ сумкине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех