Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗпӗрти (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна пула чутах тӗрмене ҫакланаттӑм тесе, темиҫе хут та вӑрҫса илчӗ вӑл Ҫӗпӗрти ашшӗне, ҫыру та ҫырас тенӗччӗ, анчах ҫырусене темле «цезӑрсем» уҫса вулаҫҫӗ тенине илтсен, хӑраса ӳкрӗ, ҫырмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки ҫулсенче суту-илӳ тӑвакан карапсем те Ҫӗпӗрти ман юханшывсен вӑррисене пыма пуҫларӗҫ.

За последние годы к устьям больших сибирских рек стали приходить десятки торговых судов.

Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тайгара пикник тӑвасси вӑл — Ҫӗпӗрти авалхи йӑла.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑн пек чухне вара эпир мӗнле тухӑҫ пани ҫинчен те, пулӑ завочӗсенче пулӑ ӗрчетме мӗнле пулӑшни ҫинчен те, малашне ҫак Таежнӑя ҫеҫ мар, Ҫӗпӗрти ытти кӳлӗсемпе водохранилищӗсене те тӗпчесе вӗренме хатӗрленни ҫинчен те каласа кӑтартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Директор» калав писателӗн биографийӗпе те, Ҫӗпӗрти чӑвашсен пурнӑҫӗпе те таччӑн ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ Ҫӗпӗрти граждан вӑрҫи — паллӑ писатель пултарулӑхӗнчи чи пысӑк темӑсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Чӑннипе, вӑл Лӑпкӑ океана тӗлӗкре те курман-тӑр, мӗншӗн тесен икӗ ҫул хушши Ҫӗпӗрти пӗр хулара, тӑванӗсем патӗнче, пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Наталь Ҫӗпӗрти пӗр хулара ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Паянхи хаҫатсем Ҫӗпӗрти хӑш-пӗр вырӑнсенче хӗрӗх градус пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

«Саккун тӑрӑх, Ҫӗпӗрти колхозра ман тепӗр ҫул ӗҫлемелле, ҫавӑнпа та пирӗн унтах каймалла», — ҫирӗппӗнех каларӗ Моляков.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Инҫетри Ҫӗпӗрти колхозра икӗ ҫул ӗҫлесен хура кӗркунне Моляков тӑван яла канма килнӗччӗ, ҫавӑн чух амӑшӗн килӗнче эрне пурӑнчӗ-пурӑнмарӗ-и — ун ячӗпе телеграмма персе ҫитрӗ: «Володя, тархасшӑн, Шупашкара кил. Кунта эп кам патӗнче пурӑнма пултарнине эс пӗлме тивӗҫ. Ира».

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Мускаври металлургсемпе Бакури нефтяниксем, Ҫурҫӗрти пулӑҫсемпе Ҫӗпӗрти йывӑҫ хатӗрлекенсем, Украинӑри хресченсемпе Севастополь крепоҫӗнчи хӗрлӗармеецсем совет влаҫне чун-чӗререн юратни ҫинчен, парти ӗҫӗшӗн пӗтӗм вӑй-хала парса ӗҫлеме пулни ҫинчен ҫыра-ҫыра пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Медиксем асӑрхаттараҫҫӗ: энцефалитлӑ сӑвӑс Ҫӗпӗрти, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи, Урал тӑрӑхӗнчи чӑтлӑх вӑрмансенче кӑна пурӑнать тени йӑнӑш шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

— Ҫӳрерӗм, Ҫӗпӗрти таҫти вырӑнсене те ҫитсе куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, камӑн-ха пӗле тӑркачах таҫти Ҫӗпӗрти рудникре вилес килӗ?

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗпӗрти шурӑ генералсем хӑйсем майлӑ пулман рабочисемпе хресченсене нимӗн хӗрхенмесӗр хӗнеттерсе вӗлерттерни ҫинчен сахал мар илткелерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй халӗ Ҫӗпӗрти правительство членӗ пулса ларчӗ, сутӑнчӑк! — хаҫата чӑмӑртаса ывӑтрӗ Алюнов.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах эсерсем пурте пӗр шухӑшлӑ пулман: пӗрисем Ҫӗпӗрти Верховнӑй правитель — Колчак патне куҫма шут тытнӑ; теприсем — Алюнов пеккисем — Учредительнӑй пуху пухӑнасса ҫаплах шанса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

1917 ҫулта, февралӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗнче, улттӑмӗш армейски корпусӑн ҫар сучӗ Ҫӗпӗрти 12-мӗш стрелковӑй полкри салтака, Алексей Горикова вӑрҫӑ фронтӗнчен тарнӑшӑн тата правительствӑна хирӗҫ сиенлӗ пропаганда сарнӑшӑн персе пӑрахмалла суд тунӑ.

Двадцать второго февраля 1917 года военный суд шестого армейского корпуса приговорил рядового 12-го Сибирского стрелкового полка Алексея Горикова за побег с театра военных действий и за вредную, антиправительственную пропаганду — к расстрелу.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Манӑн атте Ҫӗпӗрти 12-мӗш стрелковӑй полкӑн салтакӗ пулнӑ.

Отец мой был солдатом 12-го Сибирского стрелкового полка.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех