Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑрас (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваня куҫне хупрӗ, анчах унӑн пӗртте ҫывӑрас килмерӗ.

Ваня закрыл глаза, но ему не спалось.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Нихҫан вӑрӑнмасӑр ҫывӑрас пулсан та лайӑхчӗ!

Чтоб им век не просыпаться!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кунӗпе ывӑннӑскерӗн хамӑн та кайса ӳксех ҫывӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ҫав кунах, каҫхине, ҫывӑрас умӗн, урасене ҫӑвас тесе кил хушшине тухрӑмӑр, Хайхискер, ҫав пӑши каллех хапха умӗнче тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Леонид Сергеевич, ман пӗрре те ҫывӑрас килмест-ха? — калаҫӑва татасшӑн пулмарӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫывӑрас та килмест ман…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах уншӑн эрни-эрнипе выҫлӑ-тутлӑ пурӑннӑ-ҫке Иливан, ҫумӑр айӗнче исленнӗ, сивӗре шӑннӑ, ҫывӑрас ыйхине татнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна пула амӑшӗ йӑлтах канӑҫне ҫухатрӗ, ҫывӑрас ыйхине ҫывӑрайми пулчӗ, халиччен лайӑх пурӑннӑ ырӑ ҫынсемпе вӑрҫса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрӗ, ҫывӑрас умӗн вӗретнӗ сӗтпе пыл ӗҫтерсе тарлатӑпӑр сана.

Вечером молоком с медом тебя напою, пропотеешь.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Калаҫас та ҫывӑрас та килмест.

Но ему не спится и говорить нет охоты.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Манӑн ҫывӑрас килет».

Спать я хочу.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗрӗ ҫын ҫывӑрас ыйӑхне татса та пулин ҫыру ҫырать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи кунсенче Сехре каҫсерен барака чылаях ывӑнса таврӑнатчӗ, унӑн апат тумасӑрах выртса ҫывӑрас килетчӗ, ӗҫленӗҫемӗн кун пек халтан каясси иртсе пычӗ, вӑл алсенче вӑй хутшӑнса пынине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине куҫ хупманнине кура ҫав тери ҫывӑрас килчӗ, анчах тытӑнса тӑма кирлине, хӑнасене тимлемеллине ӑнлантӑм, сасартӑк кама та пулин япӑх пулсан пулӑшу кӳмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Канӑҫа ҫухатса, ҫывӑрас ыйӑха манса кӗтрӗҫ Иштерек кил-йышӗнче Ахтупая.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑт пилӗк сехет кӑна — унӑн ҫывӑрас килмест: хӑйӗн тусӗпе, Тимушпа, Кӑканар шывӗнче пулӑ сӗрни аса килет, Киремет вӑрманӗнче хурӑн ҫырли пуҫтарни, каҫхи вӑйӑсенче карталанса юрланисем аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫывӑрас умӗн пӗр ҫавра чӗлӗм туртса илесшӗн пулчӗ Александр Иванович, анчах арӑмӗ ҫӑварне хыпма та памарӗ — туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Детрей хулара ҫӗр ирттерме тӗв турӗ, анчах унӑн халех ҫывӑрас килмест.

Решив провести ночь в городе, Детрей, однако, спать еще не хотел.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫывӑрас килет пирӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ ҫӑмӑллӑн та тӳррӗн ларнине туятӑп, тата — ҫӑмӑл йӗвенрен тытнӑ аллӑмсен вӑйне пӗлетӗп; эпӗ выҫӑ тата манӑн ҫывӑрас килет.

Я чувствовал, как легко и прямо сижу, и знал силу своих рук, держащих лишь легкий повод; я был голоден и хотел спать.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех