Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫуркуннехи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче унӑн куҫӗсем Атӑл хумӗсем тӗслӗ курӑнчӗҫ, — ҫуркуннехи хӗвеллӗ ҫанталӑкри Атӑл хумӗсем пек…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсем хушшинче «Хӗллехи Атӑл», «Атӑл ҫинчи ир», «Пӑр кайни», «Чечексем», «Ҫуркуннехи улмуҫҫисем», «Сӗтел ҫинчи пан улмисем» ятлӑ картинӑсем палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫуркуннехи каҫсенчен пӗринче Петербургри университетӑн физика кабинетне физикӑпа хими енӗпе ӗҫлекенсем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Кӗҫех ҫуркуннехи тумӗпе ҫамрӑкланнӑ ватӑ йӑмра курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуркуннехи тӳлек те ӑшӑ ҫумӑрпа ҫӑвӑннӑ, хӗвел ачашланипе ешернӗ ыраш калчисем симӗс кавир пек сарӑлса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуркуннехи йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫуркуннехи вӑрман пӑчкӑ-пуртӑллӑ ҫынна юратмасть, папка кӑларса ҫӗнӗ тум тӑхӑнакан, ешерме тытӑнакан йывӑҫсен лӑпкӑлӑхне упрасшӑн вӑл.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашни кунах, кашни сехетре вӑл хӑйӗн тӑлпӑвӗнче ҫуркуннехи хурӑнри пек сӗткен сарӑлнине, ҫӗнӗ пурнӑҫ вӑй илсе пынине туйса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуркуннехи пекех, ҫеҫенхирте халӗ те темен чухлӗ курӑк ларать, анчах халӗ ӗнтӗ урӑх йышши курӑксем ӳсеҫҫӗ, чечексем сахалланаҫҫӗ, кӑлкан тата типчак курӑкӗ тапса тухать.

Степь все так же покрыта роскошным ковром, как и весной, но ковер уже другой. Меньше стало цветов, пышно разрослись ковыль и типчак —

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫакӑн пек йӗр хӑварчӗ пирӗн 1934 ҫулхи ҫуркуннехи курнӑҫу.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Смоленск облаҫӗнчи Холм-Жирковский поселокӗнчи «Эхо» шырав отрячӗ ҫуркуннехи экспедици вӑхӑтӗнче хӗрлӗ армеецӑн шӑммисене шыраса тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Ҫуркуннехи тапхӑрпа пулса пыракан ҫӗр ӗҫӗсене пур ҫӗрте те вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Ҫапах та — темшӗн тата — Ҫтаппана ҫуркуннехи йӑптӑх тумтирех килӗшнӗн туйӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хура пӗлӗтсем темрен хӑранӑн сирӗлме тытӑнчӗҫ, хӗвел кӑҫалхи ҫул пӗрремӗш хут чӑн-чӑн ҫуркуннехи пек ҫиҫсе ялкӑшма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркуннехи вӑхӑтӑн юлашки уйӑхӗ ҫитрӗ пулсан та пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавна пула-ши, ман авторитет пӗте пуҫларӗ, куҫ умӗнчех ҫуркуннехи юр пек ирӗлет.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Халь ҫуркуннехи нӳрӗ пур-ха пӑртак тӑпрара.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кунта ҫуркуннехи суту-илӳ ярмӑркки иккен.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӗҫлеме пуҫланӑранпах ҫакӑн пек ӑшӑ кулӑпа вӑранать вӑл, ҫуркуннехи кӑмӑллӑ хаваслӑх кун каҫипе те сӳнмест вара.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех