Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫулсеренех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас; 20. ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи; 21. эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр, 22. ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать]; 23. анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.

19. Все первородное мужеского пола, что родится от крупного скота твоего и от мелкого скота твоего, посвящай Господу, Богу твоему: не работай на первородном воле твоем и не стриги первородного из мелкого скота твоего; 20. пред Господом, Богом твоим, каждогодно съедай это ты и семейство твое, на месте, которое изберет Господь [Бог твой]; 21. если же будет на нем порок, хромота или слепота [или] другой какой-нибудь порок, то не приноси его в жертву Господу, Богу твоему, 22. но в жилищах твоих ешь его; нечистый, как и чистый, [могут есть,] как серну и как оленя; 23. только крови его не ешь: на землю выливай ее, как воду.

Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫулсеренех эпир шкула ҫӳретпӗр.

Ежегодно мы ходим в школу.

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Унсӑр пуҫне пике район шайӗнчи «Зарница» вӑййисене ҫулсеренех хастар хутшӑнать, ҫаврӑнӑҫулӑхӗпе тата чӑтӑмлӑхӗпе пурне те тӗлӗнтерет.

Кроме того, девушка ежегодно принимает активное участие в играх районного уровня «Зарница», поражая всех своей ловкостью и выносливостью.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Сӑмах май, Киров ячӗллӗ ЯХПК ертӳлӗхӗ ҫамрӑксене хавхалантарас тӗллевпе ҫулсеренех ЧР Пуҫлӑхӗн стипендине илмешкӗн кандидат тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Главнокомандующи Феликс Громов адмирал 1996 ҫулта подводник моряксен кунне ҫулсеренех мартӑн 19-мӗшӗнче уявлама хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сӑмах май каласан, ӗҫлемен граждансемшӗн медицина страхованийӗ валли республика бюджечӗ ҫулсеренех 260 млн тенкӗ уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пирӗн район ҫулсеренех ыркӑмӑллӑх акцийӗсенче пуҫарулӑх кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫулсеренех республикӑра «Хӗрарӑм-Лидер. XXI ӗмӗр» конкурс ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫапах республикӑпа илсен шкул ачисен шучӗ малашне ҫулсеренех 5 пин ҫын чухлӗ ӳссе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех