Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫирӗм (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Татьяна каҫарӗ… Пӳлӗхҫӗ те ҫилленмӗ. Эпӗ мӗн таран нушаллине вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Чипер ӗҫлесе таврӑнсан, Ишеке кайса ҫирӗм пуслӑх ҫеҫ мар, хӗрӗх пуслӑх та ҫурта лартӑп», — тесе, турӑш умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫа ӑҫтан тупма май пурри ҫинчен шухӑшласа пуҫне тем чухлӗ ҫӗмӗрсен те, турӑш кӗтессинче выртакан ҫирӗм пуслӑх кӗмӗлтен урӑх нимӗн те тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫынна вӗлернӗшӗн ҫирӗм ҫул зонӑра пулса.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпир, ҫирӗм виҫӗ студент, килӗшрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран вӗсем кас вӗҫӗнче кӗрт ӑшӗнчен сиксе тухрӗҫ те тӑршшӗпех юр ҫийӗн ҫуна йӗрӗпе утса тухса Курчи Вани кил хапхи умӗнчи кӗрт ҫинчен ансӑр сукмакпа анчӗҫ, вара лӑпланнӑ кӑмӑлпа пӗр пилӗк минут калаҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

— Георги, ывӑлӑм, эпир пӗрлешнӗ чухне аҫу ҫирӗм тӑваттӑраччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

… Поезд тапранса каясси ҫирӗм минут юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ӗҫе кӳлӗниччен анне ҫул ҫине парса янӑ апата ҫирӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Хӗр ҫирӗм тултарнӑ тӗле, юлашки тӑватӑ-пилӗк ҫул тӑршшӗнче, миҫе атӑ-пушмак кӗллине хӑпӑтман-хуҫман-ши?

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫирӗм саккӑр тултарсан авланасси ҫинчен пӗлтерчӗ, пуҫласа амӑшӗпе сӑмахларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Чӗпписем ҫирӗм пилӗк-вӑтӑртан та иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Стройран ҫирӗм ҫынна чӗнсе кӑларчӗҫ те вӗсен тепӗр икӗ сехетрен этапа тухмаллине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ Мария Ивановнӑн хуларан ҫирӗм ҫухрӑмри ялта ҫурт та пур.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ара, ҫирӗм ҫул ытла пурӑннӑ хулара хӑйне ялти пекех туйнӑ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫирӗм ҫулта та савӑнма юрать пуль: палӑртнине, картса хунине пурнӑҫлама вӑхӑт пур-ха, васкамасан та аптрамӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫавсене пӗрле хушсан, уйӑхра вун пилӗк — ҫирӗм сехетрен кая мар пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унта сӑмах ӗҫ дисциплинине, хӑрушсӑрлӑх техникин правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалли, ӗҫ пахалӑхне куллен лайӑхлатасси, рационализаторла сӗнӳсем тӑратасси, сменӑри нормӑна ҫӗр ҫирӗм — ҫӗр вӑтӑр процент тултарасси пирки пырать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ сире хамӑрӑн ӗҫе тата ҫирӗм кунра вӗҫлеме май ҫукки пирки пӗрре ҫеҫ асӑрхаттарман! ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстерме пулӑшакан техника та сахал.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Виҫҫӗмӗш участок начальникне, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Гаврил Романович, — ҫирӗм кунра каркассем хатӗр пулмалли пирки аса илтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗри — ӗҫре, сальдо-бульдо, квито — тӗп-тӗрӗс — ҫирӗм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех