Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Филистимсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ӳкӗнӗҫ парнинчи ҫак ылтӑн мӑкӑльсенчен пӗри Азотшӑн, пӗри Газӑшӑн, пӗри Гефшӑн, пӗри Аккароншӑн пулнӑ; 18. ылтӑн шӑшийӗсем вара Филисти хулисен шутне кура, вӗсене тытса тӑракан пилӗк ҫын шутне кура, Ҫӳлхуҫа арчине лартса хунӑ пысӑк чул патне ҫити тӑсӑлакан ҫирӗплетнӗ хуласемпе уҫӑ ялсен ятӗнчен пулнӑ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иккӗмӗш кунне Нафанаил — Цуар ывӑлӗ, Иссахар [йӑхӗн] пуҫлӑхӗ — илсе пынӑ; 19. вӑл хӑй ятӗнчен ҫак парнесене илсе пынӑ: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 20. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 21. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 22. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 23. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавнашкал тимлӗх паллисенчен пӗри Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа туса хатӗрленӗ юбилей медалӗ пулса тӑрӗ, Чӑваш Енре ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ятӗнчен 24,5 пин ветерана парса чыслӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945