Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яриех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунашкал ӗҫ вара ҫакӑнпа пӗтет: алӑк шалтлатса яриех уҫӑлать те, Иоҫка аяккинелле ҫил пек пӑрӑнать; алӑк умӗнче Иоҫкӑн хаяр амӑшӗ тӑрать, ал айне лекнӗ вут сыппине йӑтнӑ хӑй.

Кончается все это тем, что дверь с шумом растворяется, Иоська с быстротой ветра улепетывает подальше, на пороге появляется грозная мать с первым попавшимся поленом в руках.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Алӑк яриех уҫӑ выртнипе ҫӳлти тата аялти хута каякан пусма картлашкисем ҫине тухмалли вырӑн курӑнса тӑрать: вӑл шӑпах хӗҫпӑшал хунӑ сӗтеле хирӗҫ иккен.

Рядом со столом, нагруженным оружием, Радуб увидел широко распахнутую дверь, ведущую на лестницу, которая соединяла этажи башни.

X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Унтан, витӗрех ҫил вӗрни ҫулӑма хӑвӑртрах вӑйланма пулӑшать тесе, Иманус хӑех библиотекӑн ултӑ чӳречине те яриех уҫса пӑрахрӗ, Пик-ан-Буасене ҫӳлтипе аялти хутри чӳречесене уҫса яма хушрӗ.

Потом, решив, что в подобных случаях ветер — надежный пособник, Иманус распахнул все шесть огромных окон библиотеки.

XIV. Иманус мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Одинцов алӑка яриех уҫса пӑрахрӗ.

Одинцов держал настежь раскрытую дверь.

31 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Мазин ҫӗлӗкне хыврӗ, ун патне пычӗ те калиткене яриех уҫса ячӗ.

Мазин сорвал с головы шапку и широко раскрыл перед ней калитку.

26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Тепӗр минутран алӑксем яриех уҫӑлса кайрӗҫ.

Через минуту двери широко раскрылись.

1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Темӗншӗн ял тесе шутланакан хула хӗрринчи пысӑк мар плошадьре, магазинсен яриех уҫса пӑрахнӑ алӑкӗсенче те, тротуарсем ҫинче те, килкартисенче те, урам варринче те, ҫыхӑсем, арчасем, корзинӑсем ҫинче те тата ҫӗр ҫинче те ӗнерхи пӑрахутпа килнӗ ҫынсем лараҫҫӗ, выртаҫҫӗ.

На небольшой площади городской окраины, считающейся почему-то уже деревней, и в настежь раскрытых дверях магазинов, и на тротуарах, во дворах и среди улицы, на узлах, сундуках, корзинах, и прямо на земле сидели и лежали прибывшие с вечерним пароходом люди.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ан перӗр! — тесе кӑшкӑрчӗ Пельчариха, алӑка яриех уҫса ярса.

— Не стреляйте! — крикнула Пельчериха, широко распахивая дверь.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Чалӑшса кайнӑ, яриех уҫса пӑрахнӑ хапха тӑрринче тӑкӑрлӑк ячӗпе ҫурт номерне кӑтартакан хӑма ҫакӑнса тӑрать.

Над распахнутыми настежь покосившимися воротами висела табличка с номером дома и названием переулка.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юлашкинчен, тавҫӑрса илчӗ те, сиксе тӑрса алӑк патне чупса пычӗ, алӑка яриех уҫса ячӗ.

Наконец, опомнившись, она вскочила, подбежала к порогу и распахнула дверь.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юнашар эшелонри теплушкӑсен алӑкӗсене яриех уҫса пӑрахнӑ, теплушкӑсенчен пӗринче тимӗр кӑмака ҫунать…

Двери в теплушках соседнего эшелона были распахнуты настежь, в одной из них топилась чугунная печка.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем халӗ те хапхана яриех уҫса пачӗҫ: «Тархасшӑн».

Оттого и теперь ворота раскрыли: «Пожалуйте».

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Каптенармус ӗҫе йӗркелесе пырать, взвод командирӗ Степанов, кӗлетӗн яриех уҫса пӑрахнӑ алӑкӗ патӗнче тӑрса, хӑйӗн кӗнеки ҫине темӗн ҫырса пырать.

Взводный командир Степанов, исполняя обязанности каптенармуса, наблюдал за приемкой и, стоя у распахнутых настежь ворот амбара, что-то записывал себе в книжечку.

11 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Классенчи чӳречесене яриех уҫса пӑрахнӑ.

Окна в классах были открыты настежь.

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Филькӑсен хапхи ҫеҫ яриех уҫӑ.

Одни лишь ворота Фильки стояли раскрытые настежь.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Анчах Филька ӑна халь яриех уҫса ячӗ те, Таня йытӑсене курчӗ.

Но он широко открыл их перед Таней, и она увидела собак.

II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Том алӑка яриех уҫса ячӗ, Джим чашӑкӗнчен какай татӑкӗ илсе, картишнелле ывӑтрӗ; йытӑсем какай хыҫҫӑн чупрӗҫ, Том та вирхӗнсе тухрӗ, ҫав самантрах каялла таврӑнса алӑка хупса лартрӗ; эпӗ ӑнлантӑм: сарай алӑкне питӗрсе килчӗ вӑл.

Том распахнул дверь настежь и выкинул на двор кусок мяса из Джимовой миски; собаки бросились за мясом, а Том в одну секунду выбежал, тут же вернулся и захлопнул дверь, — и я понял, что дверь в сарайчик он тоже успел прикрыть.

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Алӑк яриех уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫӑмӑл пурҫӑн платье тӑхӑннӑ, шап-шурӑ шурса кайнӑ Елена кӗрсе, харсӑррӑн, хаваслӑн кӑшкӑрса, унӑн кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ.

Дверь распахнулась, и в легком шёлковом платье, вся бледная и вся свежая, молодая, счастливая, вошла Елена и с слабым радостным криком упала к нему на грудь.

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кӗҫӗн алӑк яриех уҫӑлса каять — Лисук сиксе тухать.

Лиза, резко распахнув калитку, выбегает на улицу.

Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ҫак юрӑ кӗвви ҫитсе ҫапӑнсан, чӳречесемпе алӑксем яриех уҫӑла-уҫӑла каяҫҫӗ.

При звуках этой песни шире распахивались окна и двери в избах.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех