Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яриех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Маттур, комиссар, салтаксен чунӗсене яриех уҫрӑн!

— Молодчина, комиссар, все душеньки солдатские настежь открыл!

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Чапаев крыльца ҫине хӑвӑрт хӑпарчӗ те, ҫенӗхе иртсе, яриех уҫнӑ алӑкран пуҫне пӗксе кӗчӗ.

Чапаев быстро поднялся на крыльцо и, пройдя сени, вошёл, нагнув голову, в растворенную настежь дверь.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Вӑл алӑкне яриех уҫса ячӗ те шала пӑхрӗ.

Он распахнул дверь и заглянул внутрь.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Алӑк яриех уҫӑлса кайрӗ.

Дверь распахнулась.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пурин куҫӗсем те яриех уҫӑ тӑнӑ; пурте пысӑк ӗҫсем пуҫланса каясса кӗтнӗ.

У всех глаза были широко раскрыты; все с нетерпением ждали начала больших событий.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ райисполком ҫурчӗ, хула илемне кӳрсе ларакан пысӑк ҫурт: ун алӑкӗ умӗнче темиҫе бричка; иккӗмӗш хутра чӳречесене яриех уҫса янӑ, такам чӳрече ани ҫинче ҫурӑмне тулалла кӑтартса ларать — ахӑртнех председатель кабинетӗнче темӗнле канашлу пырать пулмалла.

Вот большое здание райисполкома, у подъезда несколько бричек, на втором этаже все окна настежь, кто-то на подоконнике сидит спиной к улице — должно быть совещание в кабинете у председателя.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кӑнтӑрлапа камера алӑкӗ яриех уҫӑлса кайнӑ та, заключеннӑйсем патне мӑнтӑр та кукша пуҫлӑ, мӑйӑхлӑ Тискер кайӑк кӗрсе тӑнӑ.

Днем дверь камеры распахнулась, и к заключенным вошел толстый, плешивый, усатый Зверюга.

Сӑнчӑрсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

— Хам та куратӑп, ӑнланатӑп, — тавӑрать няня, алӑка яриех уҫса ярса.

— Да уж вижу, понимаю, — отвечает няня, широко распахивая дверь.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вара Маруся алӑк хӑлӑпӗнчен аллипе уртӑнать, йывӑр пружина тӑсӑлать те, чӑрсӑр Маруся умӗнче шкул алӑкӗ яриех уҫӑлать.

Тогда Маруся повисает на дверной ручке, тяжелая пружина подается — наконец школьная дверь распахивается перед упрямой Марусей.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Костя кӑштах алӑкне уҫать, вӑл йывӑррӑн уҫӑлать, унтан яриех каять те, Костя хупма тытӑнсан, ӑна хыттӑн ҫурӑмӗнчен чышса тулалла кӑларса ярать.

Костя приоткрывает дверь, она идет туго, потом распахивается, а когда он прикрывает ее за собой, сильно поддает Косте в спину, выталкивая его во двор.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Черепицӑпа витнӗ пысӑк мар пӳрт, чӳречисене яриех уҫнӑ; ытти пӳртсем пекех, ку та йывӑҫсен сулхӑнӗнче пытанса ларать.

Небольшой домик под черепицей с распахнутыми настежь окнами, как и всё здесь, прячется в тени деревьев.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Миҫе хутчен каланӑ! — аллисемпе хӑлаҫланать Нюра, ахаль те яриех уҫнӑ чӳречене тата анлӑрах уҫма хӑтланать.

Сколько раз говорили! — машет руками Нюра и пытается открыть еще шире уже открытое окно.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Яриех уҫнӑ чӳрече витӗр, анчахрах ҫунӑ та халӗ типекен урай ҫине, хӗвел ҫути ӳкет.

Через открытое настежь окно на только что вымытый, подсыхающий пол падает солнечный луч.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Анчах эпир вӑрӑмтунасем мар-ҫке! — тетчӗ амӑшӗ; унтан икӗ чӳречине те яриех уҫса яратчӗ.

— Но ведь мы же не комары? — говорила мама и настежь распахивала оба окна.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лось юр кӗрчӗпе витӗннӗ алӑка яриех уҫрӗ, ӑшӑ пӳрте кӗчӗ те шарфне илсе ывӑтрӗ, унтан — шлепкине.

Лось распахнул заметённую сугробом дверцу, вошёл в тёплый домик, сбросил шарф и шляпу.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Алӑксем яриех уҫӑлса кайрӗҫ.

Распахнулись двери.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вилӗм курӑнӑвӗпе туллин киленес йӳтӗмпе вӗсем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче уяв-вӑйӑ-савӑклӑх йӗркелеҫҫӗ, патшалӑх управлӑхӗсене, лавккасене яриех уҫаҫҫӗ, ҫурҫӗртен шурӑ хӗрсене илсе килеҫҫӗ те вӗсене халӑха йӑпанма параҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хирӗҫле киленӳшӗн ҫунса минрекен пур ҫын валли те храмсене уҫаҫҫӗ, фонтансене эрехпе тултараҫҫӗ, лапам-тӳремре какай ӑшалаҫҫӗ.

Чтобы во всей полноте насладиться зрелищем смерти, они объявили по всей земле праздники и игрища, раскрыли государственные сокровищницы и магазины, привезли с севера белых девушек и отдали их народу, распахнули двери храмов для всех, жаждущих противоестественных наслаждений, наполнили фонтаны вином и на площадях жарили мясо.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось алӑка яриех уҫрӗ те унта — йӑрӑм-йӑрӑмлӑ мӑнтӑркка, — хырӑмӗ тӗлӗнче сывлӑмпа исленнӗ сенкер чечексен ҫӗклемне икӗ аллипе те тытса тӑрать.

Лось распахнул дверь, — за нею стоял полосатый толстяк, придерживая обеими руками на животе охапку лазоревых, осыпанных росою, цветов:

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев маузерне пиҫиххинчен ҫакса ячӗ (темӗн те сиксе тухма пултарать), елпӗрсе кулчӗ те люка яриех уҫрӗ.

Гусев прицепил маузер к поясу (на всякий случай), усмехнулся и распахнул люк.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аппарат чакӑл тусем еннелле вӗҫет, — вӗсем халӗ ҫывӑхрах, аякӗсенчен хӗвел яриех ҫутатать.

Аппарат летел к скалам, — они были совсем близко, залитые сбоку солнцем.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех