Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яратпӑр (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫне пӗтерни ҫинчен часах рапорт яратпӑр.

Скоро пришлем рапорт об окончании.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Тулли тиемен машинӑсене яратпӑр.

— Будем пускать машины с неполной нагрузкой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпир сирпӗнтермелли япалана тинӗс тӗпне яратпӑр, сирпӗнтеретпӗр-ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Мы опустим заряды на дно, произведем взрывы — и дело с концом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Мӗн те пулин шухӑшласа кӑларас пулать, унсӑрӑн эпир вӗсене пӑтраштарса яратпӑр та кайран вӗҫӗмсӗр пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна турттарса ҫӳреме пуҫлатпӑр.

Надо что-то придумывать, иначе мы запутаемся в счете и без конца будем перетаскивать их с места на место.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпир, иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, сӗтӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне, ашӑн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне чӗр тавар евӗр сутатпӑр, пахча ҫимӗҫе уйсенчен скупщиксене йӳнӗ хакпа парса яратпӑр.

Мы по итогам прошлого года в сыром виде вывозим треть молока и четверть мяса, скупщики забирают овощи с полей по бросовым ценам.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

«Хӗрлӗ Ҫар ҫирӗм ултӑ ҫул тултарнӑ ятпа эпир темиҫе диверси турӑмӑр тата сире хамӑр разведчиксем пухнӑ сведенисене яратпӑр.

«В честь славной годовщины мы совершили несколько диверсий и посылаем вам разведданные.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— «Улиткӑсене» кайран, тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн яратпӑр.

— «Улитки» пойдут потом, когда проверим их.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ахаль те вӑхӑта сая яратпӑр.

И так время теряем.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫӗнӗрен пыракан ҫынсене пӗтӗмпех кунтан тумлантарса яратпӑр.

— Новых людей будем присылать обмундированными с иголочки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпир чылай хуласемпе ялсенчи подпольщиксемпе ҫыхӑну тытса тӑратпӑр, вӗсене кирлӗ вырӑнсене яратпӑр.

Кое-где удалось установить с ними связь, напраявлем их в нужные места.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Отрядсене апат-ҫимӗҫ, тумтир, хӗҫпӑшал, боеприпассем яратпӑр.

Снабжаем отряды продовольствием, обмундированием, оружием и боеприпасами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Кенигсбергра пӗлтерӳсене тата: «Хваттер яратпӑр, анчах вырӑссене мар!» тесе ҫыратчӗҫ.

А объявление в Кенигсберге: «Сдается комната, только не русским».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пире — ӗҫе каяллах килетӗр пулсан ҫеҫ яратпӑр, — тесе ячӗҫ.

Отпустили нас с условием, чтобы немедленно вернулись к работе.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ыттисене уессем тӑрӑх яратпӑр.

Остальные послали в уезды.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӑшал персе яратпӑр.

Раздается выстрел.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Анчах эпир камӑн мӗн пуррине пуҫтартӑмӑр та, мӗн чухлӗ пухнине сире пурне те яратпӑр.

Но мы устроили сбор и посылаем вам всё, что набрали.

Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Шӑлас килмест пулсан, эпир сана пӳртрен хӑваласа яратпӑр, хамӑрах тӑватпӑр.

— А не хочешь, так мы тебя вовсе из избы выгоним, сами справимся.

Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Икӗ кун иртсен, райкомран, шӑматкуна пулӑшу хуларан яратпӑр тесе, пӗлтерчӗҫ.

Через два дня из райкома сообщили, что организуют помощь из города.

Ҫӗрулми уйӗнчи ҫапӑҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Эпӗр паянах восстани пуҫласа яратпӑр.

Мы сегодня же устроим восстание.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Ан кулян, асанне, кӗҫех хӳтерсе яратпӑр фашистсене, — лӑплантарчӗ Саша.

— Ничего, бабушка, скоро мы погоним фашистов, — успокаивал Саша.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех