Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑрарӗ (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре, тӑри тӳпенелле явӑнса хӑпарнӑ пек, чуна ҫӗклентермелле уҫҫӑн илтӗнчӗ вӑл, тепре, хӗр хӳхлесе макӑрнӑ пек, хурлӑхлӑн янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑнаҫлӑн Раҫҫей гимнӗ янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Ҫавӑнпа эс хӑвна питӗ чаплӑ тетне? — хыттӑнах янӑрарӗ урамра ун сасси.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лаши итлемест, ӗрӗхет те каять, Ҫынни ҫӗр ҫине лаплатса ҫеҫ анать, — янӑрарӗ ун сасси.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йытӑ пек персе пӑрахам!.. — янӑрарӗ сӑмса витӗр тухакан сас.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Питне кӗҫҫе ҫӗлесчӗ! — янӑрарӗ хӑвӑрт калаҫакан хӗрарӑм сасси.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫак кун педагогсем ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ, ҫепӗҫ юрӑсем кашнин чунне витерчӗҫ, чӗрене сӑрхӑнса кӗрсе ырӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Тан! янӑрарӗ те чан иккӗмӗш хут, н… н… н… туса тӑракан сасӑ чӗтренсе майӗпен тавралӑха сапаланчӗ.

Тан! — раздалось снова и долго плыло над округой.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ку телеграммӑна Кудрявцева паччӑр, — янӑрарӗ секретарь сасси, — каҫхине ҫичӗ сехетре пуху пухчӑр.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун сассинче пытанса тӑракан вӑрттӑн кулӑ янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Кикак-кикак, хур кайӑксем, кайри мала ан тейӗр. Эпир тухса кайсассӑн, ай, кайччӑр та пӗтчӗр, ай, ан тейӗр», — чуна пырса тивмелле янӑрарӗ салтак юрри.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

— Вероника Ивановна, сирӗн ялӑн Гимнӗ янӑрарӗ, мӗнле илемлӗ, хавхаланса тата мӑнаҫлӑн шӑрантартӑр эсир ӑна.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Ҫӗр ҫул каялла ҫуралнисем, ӗнер ҫеҫ ҫут тӗнче курнисем! — янӑрарӗ йыхрав.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ фойере иккӗмӗш шӑнкӑрав сасси янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Акӑ нумайччен хатӗрленнӗ хыҫҫӑн Чайковскин «Иккӗмӗш симфони» те ҫав клубрах янӑрарӗ, музтехникум ҫумӗнчи студентсен оркестрӗ Шубертӑн «Вӗҫленмен симфонине» каласа пани те итлекенсене килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Улӑхра вӑл кун мӗн каҫченех юн юхрӗ, юрӑ янӑрарӗ, урса кайнӑ халӑх шавӗ кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн сасси мӑн чан пекех янӑрарӗ таврара:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Урра! кӑшкӑрни, шавлани, революцилле юрӑсем юрлани таврара чылайччен янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑйӑ карти шавласа та кӗрлесе ҫеҫ тӑчӗ, пӗтӗм тавралӑх ян! та ян! янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун ҫумне иккӗмӗш сасӑпа Ева хутшӑнчӗ, вӗсем хыҫҫӑн Павлушӑн тенорӗ янӑрарӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех