Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Салтакран часах ямарӗҫ пуль ҫав…
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Анчах ҫак уйрӑмлӑхсем совет саманинче халӑхсене пӗр-пӗринчен аяккалла уйӑрса ямарӗҫ, пӗр-пӗринпе ҫывӑхарах пулма, туслашма кӑна пулӑшрӗҫ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кампа кӑна калаҫман пуль эпӗ Турӑ ҫинчен: баптистсемпе те, ытти тӗн юхӑмӗн ҫыннисемпе те, анчах аннен пӗрремӗш сӑмахӗ, Тӑрӑн чиркӗвӗ, унта курнӑ пӗрремӗш асамлӑ служба, турӑшсен шайлашуллӑ ӗлккен илемӗ мана урӑх ҫулпа ямарӗҫ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Вӗсем те «ҫӑмарта чӑххинчен аякка ӳкмест» тенӗн ырӑ тӗслӗхпе маттур пулчӗҫ: шкулта — вӗренессипе, кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлессипе ашшӗ-амӑшӗн ятне ямарӗҫ.
IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Хурашыв поселокне те, вӑрман варринчи ытти ялсене те ямарӗҫ ӑна.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫилене халь колхоз ферми патне те ямарӗҫ, тӗрлӗ ӗҫре ҫӳресе вӑрах тарӑхрӗ вӑл.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑна ӗнтӗ икӗ хутчен амантма ӗлкӗрчӗҫ, чӑн та, икӗ хутӗнче те ҫӑмӑллӑн амантрӗҫ, санбатран аякка ямарӗҫ ӑна.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах вӗсене йӑпӑр-япӑрах киле ямарӗҫ.
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Элекҫей сӑмахӗсем Укаҫа пӑлхатса ямарӗҫ иккен-ха.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пире отпуска ямарӗҫ.
Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070
1963 ҫулта кӑна-ха вулакансем издательствӑна лайӑх пьесӑсем кӑларма ыйтса мӗн чухлӗ ҫыру ямарӗҫ пулӗ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Лайӑх вӗренсе, ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗскерсем вӗсем е тапӑнса е чака-чака кайрӗҫ, чӑвашсене хӑйсем хушшипе ниепле те ирттерсе ямарӗҫ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах эпир ҫуран килсе ывӑннӑ, ҫавӑнпа ҫӗр вырттармасӑр ямарӗҫ.
Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсемех ҫырткалама та пикенчӗҫ: пӗчӗк кукӑльсене алла илчӗҫ те ҫыртса илнӗ пекки турӗҫ, ҫини-ҫими чӑмлакаласа ларчӗҫ, анчах ҫисе ямарӗҫ.
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Ҫакӑ пӗтӗмпех Мӗкӗте пиччепе Митюк умӗнче пулса иртрӗ, анчах ҫынсем ӑна, кашни чӗрчунӑн хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ тесе, хальлӗхе хӑйсен ӑс-тӑнӗ ҫывӑхнех ямарӗҫ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Сан пата килесшӗнччӗ те, ытти каччӑсем ямарӗҫ ӑна, темӗнле репетици ирттеретпӗр терӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ҫук, мана ямарӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хайхи хура тумтирлӗ хӗрарӑм, ҫынсене аллисемпе сиркелесе, ывӑлӗ патне пырасшӑн пулчӗ, анчах милиционерсем ӑна ҫывӑха ямарӗҫ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Усалсем кӑшт ҫеҫ тытса ҫисе ямарӗҫ, — тетчӗ вара час-часах.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Хусана иличчен кайнӑччӗ эп пӗрре, хама та кӑшт ҫеҫ тӳпелесе кӑларса ямарӗҫ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.