Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бауман ӳпне ӳкрӗ, хытӑ яваласа, хӗскӗч пек ҫирӗп алӑсемпе хӗстерсе лартнӑскер, вӑл ытла сасартӑк пулнипе, кӳреннипе, кӑмӑлсӑр пулнипе тӑвӑнса ҫитрӗ; такамӑн сасси вара, кулкаласа, пуҫ тӗлӗнчех, унӑн хулпуҫҫийӗсене ҫӗр ҫумне ачашлӑн пусса: — Ҫывӑр, ачам, ҫывӑр… — тесе юрласа ячӗ.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӗр аршӑнран ытла ӳсме ӗлкӗреймен ҫамрӑк хунавсем хӑйсен ҫинҫе те яка тунисемпе хуралса кайнӑ лутра тункатасене хупӑрласа тӑраҫҫӗ; ҫав тункатасем ҫумне ӑвӑ тӑвакан шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ кӑвак хӗрӗллӗ ҫаврака кӑмпасем ҫыпҫӑнса тулнӑ; вӗсем ҫийӗпе хурӑн ҫырли курӑкӗ хӑйӗн кӗрен тӗслӗ уссийӗсене яваласа ҫыпҫӑнтарнӑ; ҫавӑнтах кӑмпасем хӑйсен ҫемьисемпе пӗтӗҫсе ларса тухнӑ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Эпӗ ӑна пӳрне тавра яваласа илнӗ пулӑттӑм!
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн картиш сип-симӗс йывӑҫсемпе те чечексемпе тулса тӑратчӗ, ҫуртӑн верандине вӑрман винограчӗ пӗтӗмпех яваласа хупласа илнӗччӗ, сада тӗрлӗрен ҫимӗҫ йывӑҫҫисем, хурлӑхан тата хӑмла ҫырли тӗмӗсем лартнӑччӗ.
«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Стена ҫинче Сталин юлташ портречӗ ҫакӑнса тӑрать, унӑн рамкисене чӑрӑш турачӗсемпе яваласа илемлетнӗ.На стене висел портрет товарища Сталина, рамки которого были обвиты еловыми ветками.
Маруся юлташӗсемпе пӗрле праҫнике хатӗрленет // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Кам та пулин сарай тӑррине хӑпарса тӑрать, ыттисем ӑна мӑйӗнчен кантрапа яваласа илеҫҫӗ те ҫӗре туртса антараҫҫӗ.Кто-нибудь взбирался на крышу сарая или на забор, и его стаскивали за шею веревкой.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Патшана мӑйӗнчен вӗренпе яваласа илчӗҫ те: «пӗрре, иккӗ, туртрӑмӑр!» тесе кӑшкӑрса, чул никӗс ҫинчен йӑвантарса антарчӗҫ.Царю на шею накинули веревку и с криком: «Раз, два взяли!» скинули с каменного пъедестала.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӗлӗпех вӑл шӑпӑрсем ҫыхас тӗлӗшпе хаваслансах ӗҫлерӗ, юлашкинчен вӗсене питӗ художествӑллӑ тума тытӑнчӗ: аврисене пушӑтсемпе яваласа илемлететчӗ, курӑкӗсене тип-тикӗссисене илсе пӗр тан тӑватчӗ, аври вӗҫӗнче ҫинҫе шурӑ хулӑран бантик туса хуратчӗ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Лианӑсем йывӑҫсене пӗтӗмпех яваласа илнӗ те, чечеклӗ кӗперсем, чаршавсем туса пӗтернӗ, ҫав чӑтлӑх вара калама ҫук ҫӑра — ун витӗр пӑхма та, тухма та ҫук.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Май уявӗ умӗн шурӑ сӑрпа сӑрланӑ тата хӑмач хӑюсемпе яваласа илнӗ мачта та уяври пек курӑнать.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ещӗксенче лартнӑ хӑмлапа вӑрманти виноград питӗ лайӑх ӳссе шӑчӑсене яваласа илчӗҫ.Посаженные в ящиках хмель и дикий виноград отлично принялись и обвились вокруг тычин.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тепри ҫумне урлуҫҫи пекки туса хунӑ, ӑна ҫиелтен кантрапа яваласа лартнӑ.У другой дверца заперта на задвижку, и ненадежный этот запор хитро перевит бечевкой.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Мачтине шурӑ сӑрпа сӑрларӑмӑр, Майӑн пӗрремӗшӗ умӗн ӑна хӑмач хӑюсемпе яваласа тухрӑмӑр.Выкрасили мачту в белый цвет, а к Первому мая обвили кумачовыми лентами.
19 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Урапа тукунне ҫавӑнтах канатпа яваласа лартрӑмӑр, канатӑн тулалла тухса тӑракан вӗҫӗсене йывӑр кувалдӑсемпе ҫапса тикӗслерӗмӗр, юлашкинчен каната ҫиелтен пралук сеткӑпа хытӑ туртса ҫыхса лартрӑмӑр.
Тӗлӗнмелле демонстраци // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл урисене яваласа ларчӗ те, куҫне монокль кантӑкне кӗртсе лартрӗ.Офицер уселся, закинул ногу за ногу и воздушным движением посадил в глаз стеклышко монокля.
XXIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Яков Артамонова офицер ҫӑварӗнчен сӑмахсем мар, куҫа курӑнман ҫинҫе те пӗчӗк мӑйкӑчсем тухса тӑнӑ пек, вӗсем ӑна мӑйӗнчен яваласа илсе, ҫав тери хытӑ пӑвнӑ пек, ҫавна пула кӑкӑр сивӗннӗн, чӗри тапма чарӑннӑн, таврара пӗтӗмпех сулланса тӑрса, хӗллехи ҫил-тӑман пек ӳленӗн туйӑнчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пирӗн проводниксем хутаҫҫисене пуҫ айне хучӗҫ те, автомат чӗнӗсене алтуни ҫине яваласа, ҫывӑрса кайрӗҫ.Наши провожатые, подложив сумки под голову и намотав на руки ремни автоматов, заснули.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Леночка вара Андрей хӑй япалисене пуҫтарнине ним шарламасӑр пӑхса ҫивӗттине шӗвӗр пӳрни ҫине яваласа тӑчӗ.А Леночка смотрит, как Андрей укладывает немудрые свои пожитки, молчит и навивает косу на палец.
Хаклӑ тетрадь // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӑнасенчен пуринчен ытла Чижика Мира килӗшет, вал Леночка патне уроксем вӗренме ҫӳретчӗ: вӑл ҫӳллӗ, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ хӗр, хура ҫивӗчӗсене пуҫӗ тавра яваласа ҫыхнӑ.
Вӗренсе тухакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Машина шакканӑран Мария Александровна пӳлӗме Митя кӗнине те сисмен, ывӑлӗ амӑшӗ хыҫӗнче, ӑна чӑрмантарма хӑймасӑр, кӑтра ҫӳҫ пайӑркине пӳрни ҫине яваласа тӑрать.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.