Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхать (тĕпĕ: юх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫмаран аяларах ачасем ҫырма ик айкипе пӗве тума тытӑннӑ, варрине пӗвене вӑй ҫитереймен те, унтан шыв валак ҫинчи пек сиксе юхать, вӑл хытӑ шавламасть, таврара темле пӑртак хурлӑхлӑрах юрӑ янӑранӑ пек илтӗнсе тӑрать, юррин сӑмахӗсем те ҫук, кӗвви ҫеҫ пӗр чарӑнмасӑр янрать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫырмара ҫепӗҫҫӗн шӑнкӑртатса шыв юхать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Шыв юхать, шыв васкать, ӑҫта васкать-ши?

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫырми тарӑнах мар, анчах шывӗ хӑйне кура хӑвӑрт юхать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле-ха капла: ҫинҫе эрнинче вут тухать сирӗн, юн юхать.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ вӑл — аслашшӗн икӗ куҫӗнчен те куҫҫуль шӑпӑртатса юхать.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юн юхать.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Хӗвеле пӗлӗтсем хупласан ҫумӑр ҫӑвать, юратнӑ тантӑша ҫухатсан куҫҫуль юхать».

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗвелпе ӑшӑннӑ Атӑл шывӗ лӑпкӑ, хумханмасӑр юхать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инҫех мар Кӑмаша шывӗ Сӑр еннелле васкаса юхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Энӗш шывӗ ҫурхи евӗр шӗрлетсе юхать.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сирӗн умра мраморлӑ плита хушшипе кӳкӗртлӗ шыв юхать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӑмса юхать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хурӑн вулли тӑрӑх шарлатса пылак сӗткен юхать, хырлӑхра сухӑр шӑрши кӗме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ах, пирӗн пек ҫамрӑк ай ачасем, Ик куҫӗнчен куҫҫуль тан юхать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ кӑвак лаша ай тан юртать, Ик чӗлпӗрӗ тӑрӑх тар юхать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗвӗ, ҫӗр ҫумӗпе хуллен ҫеҫ ярӑнса вӗҫекен кайӑк пек, татӑли-татӑлми юхать, чӗрене кайса тивсе ҫынна ирӗксӗрех шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Энӗш кукри — ҫич кукӑр, Калла-малла шыв юхать.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Умра — сарлака айлӑм, ун тӗпӗпе кукӑр-макӑр Энӗш шывӗ юхать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫырма тӗпӗнче шыв шанкӑртатса юхать.

На дне оврага журчит ручей.

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех