Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлаҫҫӗ (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Епле ҫирӗп йывӑҫсем Юрлаҫҫӗ пуҫ тӑрринче.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Юрлаҫҫӗ те кӗреҫҫӗ Ырӑ кӗрӳ хапхинчен, Ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ Инҫе ҫулсем хыҫӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Хӗрсем хитре юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫавсем юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна ҫынсем юрлаҫҫӗ, ку юрӑ хиртен килет.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗ урамра та юрӑ сасси илтӗнет, кӑна ытти бригадӑсенчен ӗҫкӗрен тавӑрӑнакансем юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвийӗн тинех иккӗленӳ юлмарӗ: Галимджан килтех, ун патӗнче ҫамрӑксем юрлаҫҫӗ пулас, каччӑ аллинчи вархан ӑсату кӗвви янратать.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулла кунта шӑпчӑксем юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Ҫӗрле ҫеҫ тата ваттисене тарӑхтарас мар тесе майӗпен ҫеҫ юрлаҫҫӗ, анчах таврара пур пӗр юрӑ янӑрать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хутран-ситрен хӗрсем юрӑ юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кӑвар чӗре» ушкӑнра юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Арҫынсем виҫҫӗмӗш сасӑпа юрлаҫҫӗ.

Мужчины поют третьим голосом.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Кореецсем корейла юрлаҫҫӗ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Вакун леш вӗҫӗнче каникула каякансем пулмалла, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ҫӳлӗксем ҫине хӑпарса выртнӑ та хӗрсе юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каҫхине вилес пек ывӑнса киле таврӑнсан алманчӑ урамранах илтрӗ — пӳртре ӳсӗр улансем шавлаҫҫӗ, пӗринчен тепри хытӑрах кӑшкӑрма тӑрӑшса вӗсем темле юрӑ юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем вара те чӑнах та ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, те Урасмет умӗнче ҫавӑн пек кӑтартасшӑн — тайкалана-тайкалана, алри сӗлкисене сула-сула туй юрри мар, темле ӗҫкӗ юрри юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗркемлесе ҫыхнӑ утӑ куписем ҫинче унта-кунта хӑшӗ-пӗри тӗлӗрсе пырать, теприсем — хуйхӑ-суйхӑ пӗлменнисем — хуткупӑс хыҫҫӑн Саратов такмакӗсем юрла-каласа пыраҫҫӗ; унтах тата, чӑваш ачисем, салтак юрри те юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вилнисене асӑнса чиркӳре юрлаҫҫӗ ӑна католиксем.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чаҫри салтаксем вырӑсла кӑна юрлаҫҫӗ, чӑвашлине пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн ҫинчен юрлаҫҫӗ вӗсем? — ыйтнӑ Соня.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех