Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлать (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпчӑк та чӑннипех юрлать пахчара.

А соловей в самом деле заливается по-настоящему.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Калаҫать, юрлать.

Разговаривает, поет.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вутлӑ ут чуна ҫӗклентерсе Кӑмӑллӑн юрлать хӑй юррине.

Куҫарса пулӑш

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Пӗчӗккисемпе пӗр тантӑш пек пулса вӗсемпе юрлать, вылять, савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Пасар хулан анат урамӗнче, лавккасемпе ҫырма ху шинчи анлӑ лаптӑкра, йӑшӑлтатать-ҫӑрӑлать, кӑшкӑрать, юрлать, кӗҫенет, макӑрать, ӗнӗрлет, вӑрҫать, чӗнет, хӑвалать, кулать, кӑтиклет, какалать…

Базар раскинулся на широкой площади в конце нижней улицы города, между речкой и длинным рядом лавок, и гогочет, и шумит, кричит и поет, смеется и плачет, гонит и зовет…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел пӑхать шӑратса, Кайӑк юрлать йӑвинче.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑйлӑ тӑвӑлпа пӗрле Юрлать Сетнер юррине: «Хура вӑрман, сӗм вӑрман, Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер юрлать юррине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫеҫен хирте путене, Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл юрлать; Туй килмест-и-ха тесе, Текех кӗрӳ йӗтетет.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫӳллӗ йӑмра ӑшӗнче Кайӑк юрлать юррине, Лаши ӗҫсе тӑнӑҫем Каччӑ калать сӑмахне: «Ҫаплах вара, Нарспиҫӗм, Ҫук-ши манӑн ӑрӑскал?

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ак, ҫут ҫанталӑк чӗрӗлет, Пурте хӗвел патне чӗвенчӗ, Ӳсен-тӑранӗ кар ҫӗкленчӗ — Тавра юрлать, тавра кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах та ҫамрӑклӑх ян саслӑн Ҫӳрет, юрлать ял картинче.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Илтрӗне, Олимпиада Осиповна, мӗнле юрлать! — кулчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила хайӗн уҫӑ сассипе украина юррисем юрлать, ял хӗрӗсем чӑваш юррисемпе кӑмӑла илентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн итлеме тӑратӑн, пур ҫӗрте те хаваслӑ кӗвӗ илтӗнет улах ӑйккинчи вӑрманта куккук авӑтать, кайӑкӗ юрлать, курӑк ӑшӗнче шӑрчӑкӗ чӗриклетет, пур ҫӗрте те ҫава чашлатать, лапатка сасси сывлӑша ҫурать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ятламас айккӑн ҫаврӑнса выртать те итлеме тытӑнать, унтан хӑй те мӑкӑртатса юрӑ юрлать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн ҫинчен юрлать?

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗсле тӑвакан ӑста вӗсемпе ҫармӑс юррисем юрлать.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл телейсӗр юрату ҫинчен, хӑйӗн хӗрӗ виҫӗ ҫул кӗтсе те ӑна кӗтсе илейменни ҫинчен, савни таврӑнас умӗн шанчӑкне ҫухатса юратман ҫынна качча тухни ҫинчен юрлать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрлать, лашипе калаҫать, хуҫа чарман чух ют ҫынсемпе тем ҫинчен те палкать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех