Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлать (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла юрлать аслӑ кин — Актупайӑн арӑмӗ: Уншӑн ӑмсав мӑй ҫакки, Ылттӑн шӑрҫа ярӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр арӑмӗ хуп-хура, Пӑрчӑкан пек ҫивӗчӗ, Куҫӗ кайнӑ ясара — Каҫхи туйӑн тивлечӗ: Урлӑ-пирлӗ пӑхкалать, Таш ташлама ҫын шырать; Юлташӗнчен уйрӑлать, Пӗччен ӗссӗн вӑл юрлать:

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла юрӑ йӑпӑлти Юрлать кӗслеҫ Ҫиментей, Улталаса ун тути Шырать Урхашӑн телей.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫ туйне сиснӗ пек Хӑта пулса такмаклать, Ҫав вӑхӑтрах тӗлӗк пек «Еркӗн юрри» вӑл юрлать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сайра хутра юрра юрлать унӑн чӗлхи (Ӗҫҫыннишӗн юрӑн пит паха сӑмаххи): «Аслӑ улӑхра утӑ ҫултӑмӑр Ҫавасем ҫине эпир тайӑлса, Ҫитӗнсе ҫитсе арӑ пултӑмӑр Атте-апписем ҫине тайӑлса».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫава сасси янрать, ӗҫ юррине юрлать.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӑван пуҫлать юррине, юрлать йӑва юррине:

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Ман ҫинчен намӑс юрӑ юрлать.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак пирӗн умра Куҫма юрлать.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чун-чӗре юрлать, шухӑшсӑр-мӗнсӗр туйӑм ҫӗкленчӗк!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Арӑмӗ епле хитре юрлать.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Унта пӗр мучи ҫапла юрлать: «Потому что без воды ни туды, и ни сюды».

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Кирук чиркӳ хорӗнче юрлать, — мухтаннӑ пекрех каларӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тата… питӗ чаплӑ юрлать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алексеюшка, Матвей вырӑссемпе пӗрле кӗтӳ кӗтсе пурӑннӑ, вырӑс юррисене маттур юрлать… тата кӗсле чаплӑ калать…

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Таҫта пуҫ ҫинче куҫа курӑнман тӑри каҫӑхса кайса юрлать.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑвах шутла-ха, тусӑм, тӗлӗнмелле мар-им: ӗмӗрсем тӑршшӗпе «хуп хушшинче пытарса усранӑ чӑваш юррине» пур халӑх та пӗрле чӗререн, юратса юрлать

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Читлӗхре те юрлать сарӑ кайӑк Манмасассӑн сапма кӗрпине.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк мар-ҫке // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 67 с.

Пӗчӗкрех те вӑр-вар старик ӑнсӑртран яш-кӗрӗм вӑййине лекет-и: вӑл — ташлать, лаша тытса килет-и — юрлать, утӑ лавӗ ҫинче ларса пырать-и — пуслӑх вӗҫӗнче пуҫхӗрлӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Шӑпчӑк киленсе юрӑ пуҫарать, вӑл ӑна хӑватлантарса, хитрелетсе пырать, каҫӑхса кайса юрлать, юлашкинчен хӑй юррине хӑй ытарайманнипе чӗри ҫурӑлса каять те кайӑк тӗм ӑшне персе анать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех