Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратса (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратса мар илнӗ вӗт-ха ӑна вӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мана чи малтанах вырӑссен аслӑ писателӗн портречӗ кӑсӑклантарчӗ: тен, хуҫи ӑна юратса вулать?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Килни икӗ уйӑх ҫеҫ иртрӗ пулин те, юратса пӑрахрӑм эп ҫак вырӑна.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Лаша кӗтӗвӗ таптаса кайнӑ пек выртса юлнӑ хире курсан, куҫа куҫҫуль килсе капланчӗ, тута кушӑрхаса типрӗ: юратса тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫичӗ-сакӑр минутра сая кайса пӑчланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

— Вот ӑнлантӑн, вот поняла, — тет вӑл, сенкер куҫӗпе мана юратса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Учительницӑн шурӑ ҫухаллӑ тӗттӗм кӑвак кӗпине эпӗ те юратса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ку апата юратса ҫиетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Юратса вулатпӑр ӑна, ҫырӑнса илетпӗр», - терӗҫ зала пухӑннисем.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

- Эпӗ вӗсене юратса вулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Юратса ҫапла чӗнетӗп ӑна, шӳтлекелесе.

Куҫарса пулӑш

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Хӗрне хӑй патне чӗнсе аннене кӑтартнӑ та, ӑна ҫав тери юратса пӑрахнӑччӗ анне.

Мать сходила, посмотрела невесту, и она ей очень понравилась.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑн пек калаҫсах пӗрне-пӗри юратса пӑрахассисем пулать, тус е хӑйматлӑх туса, пӗрне-пӗри выльӑх-чӗрлӗх парнелесе пӗрле ӗҫсе ҫиессисем таранччен ҫывӑхланаҫҫӗ.

Бывает, после подобных разговоров люди так сближаются, что породниться не прочь, дарят друг другу какую ни то живность, вместе праздники гуляют…

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юратса калаҫҫӗ пуль ара.

Любят, наверно.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр каҫхине Укка ун кӑмӑлне тунӑ хыҫҫӑн ӑна юратса ҫапла каланӑччӗ: ачасем пирӗн вӑхӑтлӑх хӑнасем, вӗсем ҫитӗнӗҫ те саланса пӗтӗҫ, эсӗ манӑн чи ҫывӑх та ӗмӗрлӗхе панӑ тусӑм тенӗччӗ.

«Дети — это наши временные гости, вырастут — и разбегутся кто куда, а ты мой самый близкий, навеки данный мне друг…»

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр чухне мӑшӑрӗ Михапара хӑтӑрса илме те ӳркенсе тӑмасть, анчах пур пӗр сисӗнет — юратса тустарать вӑл ӑна, кирлӗшӗн ятлать.

Случается, Михабар и накричит на жену, и рассердится, но чувствуется: это все от любви и по делу…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чунра эп кулава арӑмне юратса пурнӑп та, мана уншӑн вырттарса хӗнемелле-и?

Это ж все равно, что если я, к примеру, в душе люблю жену головы, то меня за это следует бить?

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Картне ларман Микулай, — курӑр-ха эсӗр, — ҫак урӑм-сурӑм Клавьене юратса пӑрахнӑ.

И надо же было непутевому Мигулаю влюбиться в эту женщину!

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр ӑна хӑйне юратса пӑрахнӑ пекех туйӑнать.

Тем более, ему кажется, что Савдеби к нему тоже неравнодушна.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Марфа Ефимовна ҫеҫ ӑна-кӑна туйманни, хӗре юратса пӑрахни — ӑнланмалла мар япала пек туйӑнать.

Одна Марфа Ефимовна, пожалуй, этого не понимает и буквально влюбилась в девушку.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е урамра курсан юратса пӑрахнӑ-и?

А может, на улице увидел и полюбил.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех