Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юмахри (тĕпĕ: юмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑхатӑп та сирӗн ҫийӗре, Таня — Золушка пек туйӑнатӑр эсир мана, анчах сире юмахри принц кӑна ҫитмест, — терӗ Вадим, аллисене Таньӑн хул пуҫҫийӗсем ҫине сисӗнмелле мар ҫемҫен хурса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Марья Ивановнӑн хӑлтӑр-халтӑр пӳрчӗпе танлаштарсан, кунта юмахри кермен пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав самантрах, шӑпчӑксемпе саркайӑксем ӑмӑртмалла юрра шӑрантарнӑ чух, тата вӗсен хушшине куккук сасси хутшӑнсан, сана юмахри тӗнчене илсе ҫитернӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унччен юмахри пек илемлӗ вӑрманччӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ҫакӑншӑн шутсӑр савӑнса «Чуна парсах, тӗплӗн алӑ хурса ӗҫлесен, темле вырӑна та юмахри пек илемлетме пулать иккен», — тесе шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Акӑ мӗншӗн: эсӗ юмахри пек туйӑнтӑн, акӑ мӗншӗн эпӗ сасартӑк ҫунатлантӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Уйӑх та хӗр хӑлхине ҫакнӑ алка пек ҫакӑнса тӑратчӗ, эс те темӗнле хитререх, ырӑрах туйӑнаттӑн, пӗр-пӗр юмахри хитре хӗре шыраса тупнӑ маттур каччӑ пек курӑнаттӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Чуп-чуп уйӑхӗ юмахри пек иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Михха патне хӑнана пырса «юмахри майлах пуянлӑхпа тӗл пулсан, Микула хӑйӗннипе танлаштарчӗ те ирӗксӗрех кичемленчӗ» (III кӗн., 147 стр.).

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫакна курсан, Микулана ку хӗрарӑм юмахри асамлӑ садра вӗҫсе ҫӳрекен лӗпӗш пек курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пальма, фикус, олеандра тата ытти чечексем, абажур витӗр шупкан эрешленнӗ электричество ҫути Микулана таҫта, юмахри сада илсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юмахри пек.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах… анчах ҫак хӑрушӑ самантра тем пулчӗ — Вова, юмахри куҫа курӑнман кавирпе вӗҫсе аннӑ пек, ерипен аялалла ярӑнса анчӗ те шӑпах мечӗт никӗсӗ умне тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗри — юмахри пике пекех туйӑнчӗ ӑна — чӑнласах пӗр пичӗ хӗвел, тепри уйӑх тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кирек мӗн чухлӗ пулсан та, Атӑл, Сӑрпа Ҫавал тӑрӑхӗнчи вӑрмансем мӗн тери илемлӗ те пуян пулин те, пирӗн ял ҫыннисем хамӑр колхоз утарӗ таврашне юмахри пек илемлӗ те пуян ҫӗршыв теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Юлашки вӑхӑтра юханшывпа ҫыхӑннӑ япаласем, юмахри геройсем турӑм.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Пӗвӗ чӑн та шурӑ хурӑн, Юмахри хӗр, пирӗшти.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Юмахри тимӗр шӑллӑ карчӑксене, чике сухалсене аса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Курас килчӗ уйхире, Хам ҫӳренӗ вӑрмана, — Вӗсем юмахри пекех Туйӑнатчӗҫӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пит аванччӗ пирӗн пурнӑҫ, Юмахри пекехчӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех