Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юмахри (тĕпĕ: юмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярахпа ӗҫ-пуҫ, чӑн та, юмахри майлах хӑвӑрт пулса пынӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картунтан ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра, сӑртлӑрах вырӑнта, юмахри тухатмӑшӑн чӑх ури ҫинче тӑракан пӳртне аса илтерекен каланча пур.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ольга Емельяновна ФИЛИППОВА, Ямпайӗнче пурӑнакан 72 ҫулти пенсионерка: «Культура ҫуртне уҫнӑ ҫӗре те килтӗмӗр пӗлтӗр. Халӗ те яланах савӑнса ҫӳретӗп кунта, Вова мӑнука илсе ҫӳретӗп. Юмахри пек ӳссе ларчӗ вӑл куҫ умӗнче. Хулари театр пекех пирӗншӗн ку клуб. Тавах пире ҫакӑн пек культура центрне туса панӑшӑн. Илемлӗ, ҫутӑ, ӑшӑ, таса, кунта килес килсе тӑрать. Хамӑн кӳршӗсене те пӗрле пыма чӗнетӗп яланах».

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Юмахри сӑнарпа усӑ курса кӑтартас пулсан — урисем те кирлӗ, хӑлхи те, хӳри те.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Паллах, ирӗлни, юмахри евӗр ҫӑмӑл ҫунатпа вӗҫнӗн туйӑнни пулман мар-ха чун тӳсме ҫук савнӑ ҫын ҫумра чух, анчах усламҫу пек ҫеҫ туясси…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпӗ каласа панӑ юмахри пекки-и?

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч аслашшӗ, чӗркуҫҫи таран шап-шурӑ пир кӗпе тӑхӑнса янӑскер, чӗлӗмӗ евӗр хӑмӑр тӗс ҫапса лартнӑ пӳртре юмахри асамҫӑ мучи пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шупашкарта пулкаласа курнӑ эпӗ, юмахри пек хула ҫинчен те унтан илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Юмахри пекех.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Совет шкулӗ, совет халӑхӗ, Коммунистсен партийӗ вӗрентсе пӑхса ҫитӗнтернӗ юмахри пек пӗлӗт паттӑрӗсем — Юрий Гагаринпа Герман Титов Ҫӗр тавра, сывлӑшсӑр ҫӳллӗхрен вӗҫсе, ӑнӑҫлӑн каялла ҫаврӑнса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Юмахри ӗҫсем пирки чарӑнса тӑмастӑп, ҫак юмаха пӗлмен ҫын тӗнчере ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Юмахри Ашапатман карчӑкӑн пӳртне кӗнӗ пекех туйӑнчӗ Петӗре.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юмахри пек пӗчӗк пӳртре пилӗк-ултӑ хӗрарӑм пуҫтарӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах элеклеме, мана сутма ан шутла — ун чухне питӗ начар пулӗ сана, юмахри пике!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнах та, юмахри евӗрлех пулса тухнӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳсӗмлӗн кӗтсе ларӑр ҫеҫ, юмахри пике! — каччӑ, мӗнле килнӗ ҫаплах ыр кӑмӑллӑн пуҫ тайса, садалла кӗрсе ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юмахри паттӑр пек курӑнчӗ пилӗк таран ҫап-ҫара тӑракан Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑрисем кӗреҫе сухаллӑ асатте пек, теприсем кӑвак ҫеҫенхирте ӗрӗхсе кайнӑ кӗмӗл ҫилхеллӗ урхамах евӗр курӑнаҫҫӗ, юмахри пек чаплӑ кӗленче керменсем те пур унта.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук хӗрарӑмсене ним шутламан пек пӑхрӗ те: — Ҫынсен пурнӑҫ майне пӗлеҫҫӗ, сирӗн йышшисем мар. Юмахри пекех, ыйхӑран вӑраннӑ ҫӗре кил хушшинче лаша тулхӑрса ҫӳрет. Тата лашине курасчӗ сирӗн! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юмахри пекех.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех