Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юмахлать (тĕпĕ: юмахла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк хырӑмлӑ сӑмавар пӗр чарӑнмасӑр вӗресе ларать ҫав тараватлӑ пӳртре — чей ӗҫекенни чей ӗҫет, юмахлаканни юмахлать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, ӗҫшӗн хыпӑнса ҫунакан ҫын пек, ҫураки ҫинчен, элктростанци ҫинчен юмахлать, колхозри ӗҫсене сӳтсе явать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ак тӗнче курса килчӗ те, епле хӑюллӑн юмахлать. Вӑрҫа кайиччен манпа хирӗҫ тӑрса калаҫма та пултараймастчӗ», — терӗ вӑл ӑшра.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӗввик! шӑхрать, ҫын пекех; Мӑкӑл-макӑл юмахлать, Шӑтӑр-шатӑр тутарать, — Путь ухмаххи тапранать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хула пирки мӗн калассине пурне те Заречье хытӑ тиркесе кулса, кураймасӑр калаҫать; хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен сахал та ӳркевлен юмахлать; пуринчен ытларах пӗтӗмӗшле, фантастикӑлла, тата Окуров хули пурнӑҫӗнчен инҫе тӑракан темӑсемпе калаҫма юратать.

Обо всём, что касалось города, Заречье говорило сатирически и враждебно; про свою жизнь рассуждало мало, лениво; больше всего любили беседы на темы общие, фантастические и выходившие далеко за пределы жизни города Окурова.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫапла шавласа, ахӑлтатса хуллен чавсипе тӗрткелешсе, кӗске сыпӑклӑ пин-пин ыйтусем парса, хӑш чух вӗсем ҫине ответ илессе кӗтмесӗрех вӑл пирӗнпе юмахлать.

И так, шумя, похохатывая, слегка ширяя локтем, задавая тысячи односложных вопросов и не всегда дожидаясь ответа, он разговаривал с нами.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех