Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Матфан ывӑлӗ Сафатия, Пасхор ывӑлӗ Годолия, Селемия ывӑлӗ Юхал тата Малхия ывӑлӗ Пасхор Иеремия халӑха ҫак сӑмахсене каланине илтнӗ: 2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ, халдейсем патне тухакансем вара чӗрӗ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене, вӗсем пурӑнӗҫ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑха та кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сире пурӑнӑҫ ҫулӗпе вилӗм ҫулӗ сӗнетӗп: 9. ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ; хуларан тухса халдейсене, хӑвӑра хупӑрласа тӑракансене, парӑннисем вара сывӑ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене: 10. Эпӗ ҫак хула енне ырӑ тума мар, усал тума ҫаврӑнса тӑтӑм, тет Ҫӳлхуҫа, хула Вавилон патшийӗн аллине лекӗ, лешӗ вара ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Мана пӑрахса каякансем тусан ҫинче ҫырӑнса юлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, чӗрӗлӗх Ҫӑлкуҫне, пӑрахрӗҫ».«Отступающие от Меня будут написаны на прахе, потому что оставили Господа, источник воды живой».
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — Израиль шанчӑкӗ; Сана пӑрахнӑ ҫынсем пурте намӑса юлӗҫ.13. Ты, Господи, надежда Израилева; все, оставляющие Тебя, посрамятся.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тесе кала: ҫын виллисем хирти тислӗк пек, выракан хыҫҫӑн выртса юлакан кӗлтесем пек выртса юлӗҫ, вӗсене пуҫтаракан та пулмӗ.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Юланутҫӑсемпе тӗкӗрҫӗсен шӑв-шавӗнчен мӗнпур хула сехӗрленсе тарса пӗтӗ: ҫынсем чӑтлӑх вӑрмансене тарса кайӗҫ, тусем хушшине пытанӗҫ; хуласем пурте пушанса юлӗҫ, унта пӗр ҫын та пулмӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Арӑслан хӑйӗн чӑтлӑхӗнчен тухать, халӑхсене пӗтерекенӗ килет: вӑл санӑн ҫӗрне пушхир туса хӑварасшӑн хӑйӗн вырӑнӗнчен тухать; санӑн хулусене тустарса пӗтерӗҫ, вӗсем пӗр ҫынсӑр тӑрса юлӗҫ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑскерӗ, Унӑн малтанхи ҫимӗҫӗччӗ; ҫавна ҫиекенсем пурте айӑпа юлӗҫ, вӗсене инкек ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах вӗсем намӑса тӑрса юлӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем пурте намӑса юлӗҫ, мӑшкӑл курӗҫ; йӗрӗх ӑсталаканӗсем те пурте вӗсемпе пӗрле намӑсланӗҫ.16. Все они будут постыжены и посрамлены; вместе с ними со стыдом пойдут и все, делающие идолов.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем курмаҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ ҫавна пулах намӑса тӑрса юлӗҫ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем пурте хӑйсемшӗн усӑсӑр халӑха пула намӑса юлӗҫ; ҫав халӑхран пулӑшу та, усси те пулмӗ, намӑс та мӑшкӑл ҫеҫ пулӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа мана акӑ ҫапла каларӗ: тепӗр ҫулталӑк, тара кӗрӗшнӗ ҫын ҫулталӑкӗпе танлашаканскер, иртӗ те, Кидарӑн мӗнпур мухтавӗ ҫухалӗ; 17. Кидарӑн ухӑпа перекен паттӑр ывӑлӗсем сахаллӑн тӑрса юлӗҫ, ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пухнӑ чухне чи ҫӳлте икӗ-виҫӗ ҫырла юлнӑ пек е тулӑхлӑ турат ҫинче тӑваттӑ-пиллӗк юлнӑ пек тӑрса юлӗҫ вӗсем, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ароер хулисене пӑрахса кайӗҫ — кӗтӳсем валли тӑрса юлӗҫ, вӗсем унта канӗҫ, вӗсене хӑратакан та пулмӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑрманӗнчи йывӑҫсем сайра пӗрре тӑрса юлӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача та шутласа тухайӗ.19. И остаток дерев леса его так будет малочислен, что дитя в состоянии будет сделать опись.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ; 4. урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ; 5. вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ӑслисем мухтава тивӗҫӗҫ, ӑссӑрсем намӑса юлӗҫ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа ыррисенӗн ҫулӗпе ҫӳре, тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗнчен ан пӑрӑн: 21. ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем пурӑнӗҫ, унта таса чӗреллисем юлӗҫ; 22. йӗркесӗр ҫынсене вара ҫӗр ҫинчен пӗтерӗҫ, шанчӑксӑррисем тӗппипех кӑкланӗҫ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.