Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлӗҫ (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чиркӳрисем хӑтӑлса юлӗҫ, турра маннисене турӑ ылханӗ ҫитӗ — тамӑкра асапланӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ачасем тӑлӑха юлӗҫ

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрхи ытарма ҫук пейзажсем, пысӑккисемпе ачасем хушшинчи мечӗкпе вылянисем, Р.В. Тиманкин ертсе пынипе кимӗ ҫинче ярӑнса ҫӳрени, уҫӑ сывлӑшра тутлӑ апат ҫини, усӑллӑ иван-чай чейне ӗҫни, пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни пурте вӑрах асра юлӗҫ.

Восхитительные пейзажи осени, игры с мячом между взрослыми и детьми, катание на лодке под руководством Тиманкина Р.В., обед на свежем воздухе со вкусным и полезным Иван чаем, неформальное общение оставили у всех незабываемое впечатление.

Кӗрхи шӑматкун питӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3454134

Улмуҫҫисем ҫаралса юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗлӗксем асра юлӗҫ.

Многие сегодня запомнят свои сны.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ хисеплӗ Евлалия Васильева ҫинчен аса илнӗ май Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый хӑйне сӑмах панипе усӑ курса: «Пирӗн округри 3 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ. 9 ҫын — Социализмла Ӗҫ Геройӗ. Вӗсенчен 8-шӗ Василий Зайцев ертсе пынӑ Совет Союзӗпе паллӑ «Победа» хуҫалӑхран. Вӗсем Елчӗк тӑрӑхӗн кун-ҫулӗн историйӗнче ӗмӗрлӗх уйрӑм страницӑра ҫырӑнса юлӗҫ», — тесе уйрӑммӑн палӑртни те ҫамрӑксене иртнине астуса тӑма, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме хистекен чӗнӳ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Ытти сӑнарсемпе Александр Кураков (Н.Ильминский), Сергей Иванов (Н.Золотницкий) сцена ӑстисем историе кӗрсе юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b8/

Унӑн шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.

5 процентов его зарплаты будет удержано для государства.

Арҫын икӗ ачишӗн 1,3 млн алимент тӳлемен // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34869.html

Вӗсем, — кино, телевидени, хӑйсем тӗллӗн вылякансем, — пурнӑҫ паракан ҫак сӗтеке ӗҫме пӑрахсанах — чӑн-чӑн искусство вырӑнне илнӗ ырхан та хӑтсӑр япаласем кӑна пулса юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кӗҫӗр вӑл вилӗ те, унӑн шухӑш-туйӑмӗ улшӑнни ҫинчен Пушкар таврашӗнче пурӑнакансем пӗлмесӗрех юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫакӑн тата суд хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче, хамӑн ывӑлӑм Христос ытарлӑ каланӑ пек, «пукрасем» (усаллисем) пӗтӗҫ, «тулӑх тырӑ тӗшшисем» (тӗрӗс пурӑнса ырӑ тунӑ, тӑвакансем), мана ӑша, чуна хывса, ман пурнӑҫпа пурӑнакансем ҫеҫ юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кашкӑрӗ те тутӑ пулӗ, сурӑхӗсем те чӗрӗ юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршыв хуралӗнче шанчӑклӑн тӑнӑ, тепӗр чухне вара, шел пулин те, ҫак тивӗҫе хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пурнӑҫланӑ Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен ячӗсемпе мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем тӑван ен историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлӗҫ.

Имена и заслуги Героев Отечества, тех, кто порой, к большому сожалению, и ценой собственной жизни доблестно стоял на страже нашей страны, навсегда вписаны в историю родного края.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Вӗсем ҫынсен асаилӗвӗсенче юлӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем — хӑйсен вӑхӑчӗн, хӑйсен халӑхӗн историйӗн пайӗсем.

Куҫарса пулӑш

Паха тӗллев — астӑвӑма упрасси // Н.Медведева. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0%b ... %81%d0%b8/

Ку эрнери пулӑмсем хыҫҫӑн лайӑх асаилӳсем юлӗҫ.

В целом неделя окажется достаточно щедрой на события, которые оставят после себя массу приятных впечатлений.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑя тӗрӗс тӑкаклама вӗренмелле, унсӑрӑн ӗҫсем пурнӑҫланмасӑр юлӗҫ е эсир ӳт хушатӑр.

Вам стоит научиться тратить энергию поэтапно без спешек, иначе можете запустить ситуацию с делами, или даже набрать несколько лишних килограммов.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку тапхӑрти романтика тӗлпулӑвӗсем нумайлӑха асра юлӗҫ.

Романтические встречи в этот период также оставят массу положительных эмоций.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнекун пӗччен пулас килӗ, ҫак кун фирмӑри документсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем аван пурнӑҫланӗҫ, ҫавна май пурте сирӗнпе кӑмӑллӑ юлӗҫ.

В пятницу захочется уединения, хорошо пойдет работа и дела с документами фирмы, все окажутся довольны.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытларикун лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма пуҫлӗ, канмалли кунсем тӗлне ӑнӑҫу каллех сирӗн енче пулӗ - финанс енчен парне кӗтет, ӗҫри ҫивӗч ыйтусем хыҫа юлӗҫ.

В среду ситуация начнет улучшаться, и к выходным Рыбы вновь почувствуют поддержку фортуны – финансовая сфера принесет сюрпризы, а профессиональные проблемы останутся позади.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халех вӑрлӑх фончӗ хатӗрлеме тытӑнмасан, анасем ҫуркуннепе мӑян пусси пулса юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех