Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗнчен (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри — Лидӑран, тепри — Шупашкарти поликлиникӑра пӗрле ӗҫленӗ юлташӗнчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлашкинчен пулӑҫ юлташӗнчен пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама сӗннӗ.

Наконец рыбак обратился за помощью к знакомому, который предложил позвонить спасателям.

Пулла кайнӑ арҫын юрҫӳренӗпе юр ӑшне кӗрсе ларнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37278.html

Айванскер, ялан Мишша юлташӗнчен хӳтлӗх кӗтетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Христина хутне каллех кӗсйине йӑпӑр-япӑр чиксе хучӗ те юлташӗнчен ҫапла ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Караҫӑм, эс Выл юхан шывне Штаранкӑ юхса кӗнӗ ҫӗрте ларакан Вырӑс Чураш ялне хӑҫан та пулин ҫитсе курнӑ-и? — юлташӗнчен ҫирӗппӗн ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ вӑл фермӑра ӗне сӑвать, хӑйӗн юлташӗнчен Аркашран юлас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Туй-ҫӑнӑхта вӑхӑчӗ мар тесе кукамай Ятламӗ-ши? — шикленнӗн ыйтрӗ юлташӗнчен Шӑхаль.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр арӑмӗ хуп-хура, Пӑрчӑкан пек ҫивӗчӗ, Куҫӗ кайнӑ ясара — Каҫхи туйӑн тивлечӗ: Урлӑ-пирлӗ пӑхкалать, Таш ташлама ҫын шырать; Юлташӗнчен уйрӑлать, Пӗччен ӗссӗн вӑл юрлать:

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тарас тепӗр саманта ун патӗнчен каймарӗ: юлташӗнчен, вилекен тусӗнчен, урӑх пӗр сӑмах та илтеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пӗррехинче, уҫӑ вӑхӑтра, Ула Тимӗр, юлташӗнчен велосипед илсе, Полина пурӑнакан яла ҫитсе ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах, каптӑркка, начар-нӗчӗр ҫи-пуҫлӑскер, пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утма картса хунӑ савнийӗ умӗнче сайра, ҫемҫешке тӗклӗ ҫамрӑк автан пек курӑнма вӑтанчӗ, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те ӑна ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен тӗккеленчӗк вырӑнне йышӑнасран шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Алӑк патӗнче, тӗттӗм вырӑнта пытанса тӑнӑ шпиксенчен пӗри Виктор ҫине хаяррӑн сиксе ӳкрӗ, ӑна вилекен юлташӗнчен урипе тапса сирсе ярасшӑн пулчӗ:

Один из шпиков, притаившихся в темноте, между дверями, с яростью бросился на Виктора, пинком ноги отгоняя его от умирающего:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сыв пуллашмасар-тумасӑрах Ивук юлташӗнчен пӑрӑнать те килнелле утса каять.

Не простившись с товарищем, Ивук отделился от него и быстро зашагал к дому.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Павӑл хальхинче юлташӗнчен пӗр утӑм аяккарах пырать.

Павел предусмотрительно идет на шаг сзади от товарища.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паян Кавруҫӑн хурлӑх килнӗ, — Те систерни, те йыхӑру, — Юлташӗнчен кӗҫех вӑл илнӗ Чуна хумхатакан ҫыру.

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Тӗрӗс, ыран уяв, — юлташӗнчен кая мар хӗпӗртерӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кӑна юлташӗнчен ыйтса пӗлеймерӗ, ун пек куҫа кӗнине вӑл вырӑнсӑр япала тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шупашкарта пулса курнӑ-и эс, Ваня? — ыйтрӗ Эльгеев юлташӗнчен, ҫула тухма хатӗрленнӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗнле, тупӑшатпӑр-и? — шӑппӑн ҫеҫ ыйтрӗ Иливан хӑйӗн юлташӗнчен.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлташӗнчен тӗлӗнет: мӗнле ҫак тарана ҫити Саша унпа пӗрлешмен?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла вӗт, Костя? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ хӑйӗн юлташӗнчен Иоаким Степанович.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех