Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сяо Сян хӑй шухӑшне вӗҫлеймерӗ: пӳлӗме уезд хулинчен юланутпа вӗҫтерсе ҫитнӗ связной кӗрсе тӑчӗ.Сяо Сян не закончил: в комнату быстро вошел связной, прискакавший из уездного города.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чу, юланутпа килекенсене палласа илсен, кӑмӑллӑн кулса ячӗ:
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Таса шыв ҫине юланутпа пыракансен тӳнтер мӗлки ӳкрӗ.На чистой поверхности воды появилось перевернутое отражение мчавшихся всадников.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Эпӗ ҫапла тесе илтрӗм: Хань ҫиччӗмӗш шкул патне юланутпа вӗҫтерсе ҫитнӗ тет те: «Халех ман пиччене ирӗке кӑларӑр!» — тесе кӑшкӑрнӑ тет.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пирӗн юлташсенчен тахӑшӗ Руднев ҫемьине кунта илсе килме вӗсем патне пӗр-ик боеца юланутпа ярасси ҫинчен канаш пачӗ.Не помню уже, кто первый предложил послать за семьёй Руднева несколько верховых бойцов.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Партизансем пирӗн парада тӗрлӗ вырӑнсенчен, тӗрлӗ сехетсенче — ҫурран, йӗлтӗрпе, юланутпа, ҫунасемпе килсе ҫитме пуҫларӗҫ.
Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн мана атте юланутпа ҫӳреме йӑлтах чарчӗ.
Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Сенаторсем мӗн йышӑннине никам та пӗлмен, анчах ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫав каҫ Марк Теренций Варрон Лукулл консул, хӑйӗн чи парӑннӑ тарҫисене илсе, ликторсемсӗр, ахаль ҫын пек тумланса, Рим хулинчен юланутпа тухса, Самниум еннелле кайнӑ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл хӑйӗн виҫе корпусӗ умне юланутпа ахаль тумтирпе тӑхӑнса тухсан, аллӑ виҫӗ пин гладиатор кӑкӑрӗнчен аслати евӗрлӗ сасӑ илтӗнчӗ:
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑй вара юланутпа Тускулум ҫулӗпе малалла кайрӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Эсӗ восстани ялавне ҫӗкленӗ кунран пуҫласа эпӗ иртен пуҫласа каҫченех кашни кун фехтовани тума та, юланутпа ҫӳреме те вӗрентӗм…— С того дня как ты поднял знамя восстания, я с утра до вечера обучалась фехтованию и верховой езде…
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗр пичче юланутпа пынине куртӑмӑр.
Арҫын ача юланутпа пыни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Опанас пичче сасартӑк: — Ай, пире хирӗҫ такам юланутпа сиккипе чуптарса килет! Ах, епле хӑвӑрт килет вӑл! — терӗ.А вдруг дядя Опанас говорит: — Ой, кто-то нам навстречу на коне скачет! Ой, как быстро!
Арҫын ача юланутпа пыни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ҫар ҫыннисем юланутпа пыраҫҫӗ, пурин те — пӑшалсемпе хӗҫсем пур.А это просто верхом красноармейцы ехали с саблями и с ружьями.
Пирӗн ҫумран акӑ мӗн иртсе кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пурте кулса ячӗҫ, пӗр палламан инке ӑнлантарса пачӗ вара: — Вӗсем тимӗр решетке ӑшӗнче лараҫҫӗ. Сиксе тухма пултараймаҫҫӗ вӗсем. Унта пӗчӗк лашасем пур. Аннӳне кала, вӑл сана юланутпа та ҫӳреттертӗр, — терӗ.
Эпир зоологи садне кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эвтибида кӗвӗҫсе асапланнӑ хушӑра тата Метробий ӑратлӑ лаша ҫинче юланутпа Кумы хулинелле кайнӑ хушӑра — Венера Любитина тавернинче паха ӗҫсем пулса иртрӗҫ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗрре каҫхине, Откоса уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ хуҫасем килессине эпӗ крыльцара кӗтсе ларнӑ чух, хӗрачи ман алӑра тӗлӗрсе ларнӑ чух, амӑшӗ юланутпа ҫитсе тӑчӗ, ҫӗр ҫине вӑрт сиксе анчӗ те пуҫне каҫӑртса ыйтрӗ:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Стрелецсем», «Юрий Милославский», «Вӑрттӑн пурӑнакан манах», «Юланутпа ҫӳрекен тутар Япанча» тата ҫавӑн пек кӗнекесем ытларах ман кӑмӑла каятчӗҫ — вӗсенчен пуҫра тем тӑрса юлатчӗ: анчах святойсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен тата хытӑрах хӗрӳленсе вулаттӑм, кунта тем кулмасӑр ҫырнӑ япала пурччӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗррехинче эпӗ Фрейтаг манежӗнче юланутпа ҫӳрекен пӗр тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑма вилес пек юратса пӑрахрӑм, ҫавна пула кашни ытларикунпа эрнекун — вӑл утпа ҫӳренӗ кунсенче — эпӗ ӑна курма кайрӑм, анчах кашни хутрах ҫав хӗрарӑм хама курасран ҫав тери хӑраса, яланах унран аякра тӑма тӑрӑшрӑм, вӑл иртсе каяс ҫӗртен чупа-чупах тартӑм тата вӑл ман ҫинелле пӑхмассерен урӑх енне ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑтӑм, ҫакна пула эпӗ унӑн питне лайӑххӑн курма та пултараймарӑм, вӑл чӑнах та чипер е чипер мар пулнине ку таранччен те пӗлместӗп.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хӗрсен кӑмӑлне тунмашкӑн эпӗ вӗсемпе пӗрле юланутпа ҫӳретӗп (ҫуран уҫӑлса ҫӳресси ман ҫула ҫитнӗ тата обществӑра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ ҫынна килӗшмест пек туйӑнать мана).
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.