Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр эрне иртнине Тёма сиссе те юлаймарӗ.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫу епле ҫитсе тӑнине Воропаев сиссе те юлаймарӗ, халӗ ӗнтӗ ҫын мӗн те пулин туса ҫитереймесен яланах пулакан ҫӑмӑл канӑҫсӑрлӑх сасартӑк ун чӗрин пӗр кӗтессине пырса тӗкӗнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Алӑксем васкавлӑн уҫӑлса хупӑнчӗҫ, капитан сиссе те юлаймарӗ — пӗтӗм ял каллех пуш-пушах, пӗтӗм халӑх вилсе пӗтнӗ пек пулчӗ.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл ӑҫта кайса кӗнине Авдотья сиссе те юлаймарӗ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Людвига, хӑй те сиссе юлаймарӗ, кимононе хуплаштарса хучӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл хура хурӑнсемпе шурӑ хурӑнсем хушшинче ҫухалнине Филька асӑрхаса та юлаймарӗ.И Филька не успел даже заметить, как исчезла она меж черных и белых берез.
XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Шел, шел, виличчен курса юлаймарӗ эппин шӑллӗсене мӑнтарӑн!— Жаль, жаль, что он так и не повидался с братьями перед смертью, бедняга!
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Рулевой, вӑйлӑн пырса тӗртнипе штурвал патӗнчен сирпӗнсе кайнӑскер, хӑй ҫине мӗншӗн сасартӑк килсе тапӑннине ӑнланса та юлаймарӗ.Рулевой, отброшенный сильным толчком штурвала, даже не понял, чем вызвано это внезапное нападение.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Корчагин унпа мӗнле туслашнине сиссе те юлаймарӗ, халь акӑ Эбнер патне час-часах кӗрсе тухакан латышка «пятёрка» ҫумне уйрӑлмиех хутшӑнать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӳтр алӑкӗ хупӑннӑ-хупӑнманах Сергей хӑйне мӗнле майпа вырӑн ҫине вырттарнине те сисе юлаймарӗ хӗр.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Вӑл тӑватӑ хутлӑ ҫурт умне мӗнле ҫитсе тухнине те асӑрхаса юлаймарӗ, — ун куҫне тӑватӑ рет ҫутӑ чӳрече курӑнса кайрӗҫ, ӑна крыльцо ҫинчи карлӑкӑн тимӗрӗсем тытса чарчӗҫ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Пик хӗрӗхтӑл хӑй ҫине сиксе ӳксе ҫекӗл пек сӑмсипе ҫурӑмӗнчен сӑхса ыраттарнине те асӑрхаса юлаймарӗ.Пик и опомниться не успел, как жулан накинулся на него и больно ударил крючковатым клювом в спину.
«Хурах шӑпчӑк» // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Ромкӑ машинӑ пускӑчӗ ҫинчен сиксе анчӗ те, — Ксени сиссе те юлаймарӗ, — ӑна аллисемпе йӑтса, пӗр вырӑнта вӑр-вар ҫавӑркалама пуҫларӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анохин сиссе те юлаймарӗ, Лиза ӑна мӑйӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ, ун ҫине кӑкӑрӗпе йӑванчӗ, вара вӑл халӗ Лизӑна парӑнсан, ӗмӗрлӗхех унпа ҫыхӑнма лекет тесе хӑраса ӳкрӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑвӑрт каҫ пулнинчен Егор нихҫан та хӑраманччӗ, анчах инҫетри уйсем хыҫӗнче кун ҫути сӳннӗҫем сӳнсе пычӗ, Егор сиссе те юлаймарӗ — юр ӑшне путнӑ ҫара вӗтлӗхсем кӑваккӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫеҫен хире хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапрӗ, юлашки ҫутӑ йӑрӑмсене ҫӑтса, ҫӗр тӑрӑх каҫхи сӗмлӗх шума тытӑнчӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Подтелков юлашки сӑмахсене лайӑххӑн илтсе юлаймарӗ пулин те хӑй тӗллӗн кулса илчӗ.И Подтелков, хотя и не расслышал последних слов, все же улыбнулся.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мӗнле ҫывӑрса кайнине вӑл хӑй те сиссе юлаймарӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ, ыттисем хӗрсе кайса калаҫнине пурне те илтрӗ пулин те, сӑмахсен пӗлтерӗшне пуҫра тытса юлаймарӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей йӑмӑкӗ ытамне епле кӗрсе ӳкнине астуса та юлаймарӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Алӑк умӗнче ӑна такам — кам иккенне те астуса юлаймарӗ вӑл — татӑклӑн та уҫҫӑн ҫапла каларӗ:У дверей ему кто-то, он даже не помнил кто, деловито и ясно сказал:
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.