Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эхер эпӗ Дмитрий тӗлӗшпе унашкал тумарӑм пулсан, ку вӑл мана чун-чӗререн мар, ытларах ӑс-тӑн хушнипе педантла тӑрӑшуллӑн кӑмӑлланинчен килчӗ, хама ҫакӑн пек кӑмӑллассинчен пӑрӑнма мана намӑс пулчӗ.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер ман пуҫа ун чухне ҫынсем мӗн калаҫнине хӑнасем ҫук чухне хам мӗн калаҫнипе танлаштарас шухӑш пырса кӗрес пулсан, эпӗ, ахӑртнех, ним чухлӗ те тӗлӗнместӗмччӗ.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер пуҫа унашкал ӗмӗтсемпе шухӑшсем пырса кӗрес пулсан та, хам паянхи кунпа кӑмӑллӑ пулнине туйса, малашнехи тӗкӗнекен шухӑшсене ним уяса тӑмасӑрах хӑвала-хӑвала яратӑп.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнах та, эхер леш амазонка эпӗ ун ҫине тарҫӑсем хыҫӗнчен пӑхнӑ чух ӑна яла вӑрласа каясси, унта епле пурӑнасси тата унпа мӗн тӑвасси пирки хам ӑсра мӗн шухӑшланине тӗплӗн пӗлсен, тивӗҫлипех питӗ кӳреннӗ пулӗччӗ ӗнтӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер ҫав хӗрарӑм эпӗ хӑйне юратни ҫинчен пӗлес-тӗк, вӑл мана нихҫан каҫармалла мар кӳренессӗн туйӑнчӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сан хыпарунта лайӑххи нимӗн те ҫук, — терӗ ӑна Володя, унпа пӗрле савӑнма пачах шутламасӑр, — эхер эсӗ мӗн ҫинчен те пулин тӗплӗн шухӑшлама пултарсан, ку питӗ япӑххине хӑвах ӑнланӑттӑн.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шухӑша кайса ҫӳрессине темле именчӗклӗ савӑклӑхпа, эпӗ маларахра асӑннӑскерпе, час-час ылмаштарни, аттен юратнӑ сӑмахӗсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӗрмай калани, аттепе пуҫарнӑ калаҫусене ытти ҫынсемпе малалла тӑсни, — ҫаксем пурте, эхер ку хӑтланусене атте мар, урӑх ҫын тӑвас-тӑк тата эпӗ ҫулпа аслӑрах пулас-тӑк, аттепе Авдотья Васильевна хушшинчи ҫыхӑнусене мана ӑнлантарса паратчӗҫех, анчах эпӗ ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӗшмӗртеймерӗм, атте ман умра Петр Васильевичран темле ҫыру илсе, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн тарӑхса кайсан та, август уйӑхӗ иртичченех Епифановсем патне ҫӳреме чарӑнсан та, эпӗ пачах нимӗн те сисмерӗм.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер ҫав ҫиленсе ҫӳрекен, тытӑнчӑклӑ калаҫакан тата пурне те пӑсакан йӑлӑхтармӑш Петр Васильевич ҫук-тӑк, пушшех хаваслӑрах пулмаллаччӗ, терӗ Любочка.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн тӑкакланман телей нумай юлнине, эхер ҫав телейпе карт ваййинче тек усӑ курмасан, унпа пурнӑҫра ӑнӑҫусем тумашкӑн усӑ курма май пуррине туйнӑ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа, эхер хӑнасем ҫук пулсан, сулхӑн галерейӑра чей ӗҫсен тата аттепе пӗрле хуҫалӑха пӑхса ҫаврӑнсан, эпӗ хамӑн ӗлӗкхи вырӑна, Вольтер кресли ҫине, выртатӑп та, Катенька е Любочка музыка каланине итленӗ май, вулатӑп тата ӗлӗкхиллех ӗмӗтсемпе йӑпанатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫапла туйӑнать: эхер пирӗн comme il faut шутне кӗмен пичче, анне е атте пур-тӑк, эпӗ ҫакна инкек вырӑнне хунӑ пулӑттӑм, манпа вӗсене ҫыхӑнтараканни вара нимӗн те пулмастчӗ.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ, эхер мӗн те пулин каланӑ пулсан, тӳрех йӗрсе янӑ пулӑттӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер Варенькӑна чӑннипех юратсан, вара эпӗ килӗшӗттӗм те ҫав тери, ҫав тери телейлӗ пулаттӑм…»
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, эхер, пырса кӗчӗ ман пуҫа, Дмитрий кӗтмен ҫӗртен Любочкӑна юратса пӑрахас пулсан, — Любочка ӑна юратса пӑрахнӑ-ҫке, — ӑна качча илме шутласан?
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пӗлетӗн-и, Дмитрий, — терӗм эпӗ тусӑма, хам мӗн каланине Варенькӑна илттерес тӗллевпе ун ҫывӑхнерех пырса, — эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: эхер вӑрӑмтунасем пулмасан, ку вырӑнта лайӑххи нимӗн те ҫук, халӗ ӗнтӗ, — хушса хутӑм эпӗ, хама ҫамкаран шаплаттарса тата чӑнах та пӗр вӑрӑмтунана лапчӑтса хурса, — ку пӗтӗмпех япӑх.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер эсир чӑтӑмсӑр, вӗри этем пулсан тата ӑна тухма хушсан, вара вӑл алӑк хыҫӗнче пӑхӑнуллӑн ассӑн сывланине, йӗнине, хӑвӑр ҫыннӑра темле упи-супи ҫӑмахсем пӑшӑлтатнине тарӑхса та ҫӳҫенсе итленӗ пулӑттӑр.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тӑтӑм та ӑна пуҫ тайрӑм, анчах Ивин, симӗс фракӗ ҫумне виҫӗ ҫӑлтӑр ҫыпӑҫтарнӑскер, эпӗ пуҫ тайнине хирӗҫ ответлемерӗ ҫеҫ мар, ман ҫине лайӑххӑн ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ҫавна пула эпӗ хам этем мар, пӗр-пӗр ниме тӑман япала — кресло е чӳрече кӑна, е эхер этемех пулсан, креслӑран е чӳречерен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман этем ҫеҫ пулӗ, тесе шутласа илтӗм.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Валахина тӑчӗ, каҫару ыйтса ун хӑйӗн homme d`affaires-ӗпе калаҫмалли ҫинчен пӗлтерчӗ те, «эхер эсир ӗмӗрех ларма шутлатӑр-тӑк, эпӗ сире хӑваласа кӑлармастӑп» текен сӑнпа ман ҫине пӑхса илчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Валахина манран тӑвансем ҫинчен, пичче ҫинчен, атте ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, унтан хӑйӗн хуйхине — упӑшкасӑр тӑрса юлнине каласа пачӗ, юлашкинчен, манпа урӑх ним ҫинчен те калаҫма ҫуккине туйса, «Эхер эсӗ халь тӑрса пуҫ тайса тухса кайсан, питӗ лайӑх тӑватӑн, савнӑ чунӑм» тенӗ пек, ман ҫине ним чӗнмесӗр пӑхрӗ, анчах манпа тӗлӗнмелле пулса тухрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хут ҫине хуҫкаланчӑк саспаллисемпе хӑвӑрттӑн вӑл ҫапла ҫырнӑ: 1) Иван Иванович князь патне кирек епле пулсан та, 2) Ивинсем патне кирек епле пулсан та, 3) Михайло князь патне, 4) Нехлюдова княгиня патне тата Валахина патне, эхер ӗлкӗрсен.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.