Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрнене (тĕпĕ: эрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку эрнене хӑвӑра халаллӑр.

Посвятите этот период себе.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫук ҫав, сана сӑмах хушма мӗнле те пулин йӳтӗм пултӑр тесе икӗ эрнене яхӑн явкалантӑм унта.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унтанпа икӗ эрнене яхӑн иртрӗ ӗнтӗ, анчах Саркай ахӑлтатса кулни Таранов хӑлхинче халь те чӗрине ыраттарса усаллӑн янрама чарӑнман-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку эрнене ӗҫе халаллӑр, унта пуҫӗпех путӑр.

Посвятите этот период рабочим делам, погрузитесь в них с головой.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫаксем эрнене ҫитнӗ, ҫаксем уйӑх ытларах, несушка пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

«Пӗрер эрнене килсе кай, аннӳ чирлӗ выртать…»

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ку хваттер халь унӑн мар-ҫке-ха, вӑл унта виҫӗ эрнене яхӑн пурӑнман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Казахстан ҫӗрӗ маншӑн хурланса йӗчӗ тейӗн — октябрь пуҫламӑшӗнче эрнене яхӑн ҫумӑр куҫҫуль пек шӑпӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Баранкуле ҫитсен Лариса тырӑ йышӑнакан пунктра эрнене яхӑн кӑна ӗҫлерӗ — хӑйне валли столовӑйра вырӑн тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче амӑшӗ чирленӗ пирки Ира эрнене яхӑн тӑван ялӗнче пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Эрнене пӗрремӗш ҫурри сире романтика туйӑмӗсем парнелӗ.

Первая половина периода принесёт новые романтические увлечения.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа ӗнтӗ Аванкай патӗнче виҫӗ эрнене яхӑн таркӑнсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урхан ӗҫки-ҫики эрнерен эрнене Кӗрлесе ҫеҫ тӑрать аслӑ пӳртӗнче.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эрнене яхӑн чӑмӑр пек шыҫса кайнӑ сӑмсапа ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир эрнене яхӑн кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрнене ҫемьепе хула тулашӗнче ирттерӗр.

Проведите период с семьёй за городом.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Тепӗр эрнене ҫитет пулӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Виҫҫӗмӗш эрнене кайсан, вӑл пӗр ялта хӑрушӑ хыпар илтрӗ: кӳршисем ӑна хулана таврӑнма чӗнеҫҫӗ: Натюш йывӑр чирленӗ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ӗлӗк ҫур аки ик-виҫ эрнене тӑсӑлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫывӑхра тӑвансем ҫук тӑк эрнене савнипе ирттерӗр.

Если поблизости нет родственников, проведите неделю со своей половинкой.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех