Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрех сăмах пирĕн базăра пур.
эрех (тĕпĕ: эрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе, эрех тӗп турӗ вӗт пыл хурчӗсемпе улмуҫҫисене, эрех!

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫулталӑка яхӑн ӗнтӗ эрех тенине ӑша ямастӑп, эрехне ҫеҫ мар, сӑрине те.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эрех, эрех пӗтерет этем пурнӑҫне, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Ҫын эрехе пула вилет, ӑна пытарнӑ чух пурпӗрех эрех ӗҫетпӗр, хамӑр та пӗр-пӗр синкерлӗ кун Ҫтаппан Фомич пек хытса выртма пултарасса аса та илместпӗр.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пурис васкамасӑр пакетран пуҫламан иккӗмӗш эрех кӗленчине кӑларчӗ, ҫиелти хутне ҫуркаласа, тутин пластик пӑккине шӑлӗпе ҫыртса панк! туртса кӑларчӗ, вара эрехе сывламасӑр ҫур кӗленче ытла ӗҫсе ячӗ, эхлетсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эрех сутакан ҫут калушпа ҫӳренӗ, эрех ӗҫекен ҫара кутӑн тӑрса юлнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ман кӗсьере эрех пурччӗ вӗт! — ҫав самантрах плащ кӗсйинчен пулштух эрех кӑларчӗ те Макҫӑма мӗнле те пулин савӑт тупма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле кӑна эрех ҫукчӗ пуль вӗсенче: Бухараран, Хиваран илсе килнисем, Шемаха эрехӗсем, Крымра Ширин хӑта юхтарнисем, Кучак парнеленӗ кӗленчесем…

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн тарӑхӑвне Антун Акрамов эрех ӑшне путарма тӑрӑшать, аллине кӑшт укҫа пырса кӗрселех вӑрттӑн кӗтесе кайса эрех пехлесе тултарать.

И потому Антон Акрамов топит свою обиду в вине, завелись какие-то гроши, он их тут же переменит на водку…

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрех пулсан — эрех пар, ӑна тиркеместӗп вара — тӳрех тӳнтеретӗп ҫӑвара».

Ну, уж ежели водка имеется — не откажусь, враз опрокину.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шак-шак-шак тутарса пӗрне ватса ҫиет те эрех тултарса ӗҫет, ҫӑмарта ҫиет — эрех ӗҫет.

Начал есть яйца одно за другим, как картошку, запивая водкой, только и слышно в избе: чак-чак-чак…

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрехрен пулнӑ пулсан — эрех ӗҫтерес.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара, тасалнӑ чунӗ тур умӗнче пултӑр тесе, аран сывлакан ҫынна пачӑшкӑ кӗмӗл кашӑк вӗҫҫӗн хӗрлӗ эрех ӗҫтерчӗ (шывпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех Христосӑн таса юнӗ вырӑнӗнче пулнӑ иккен, ӑна ӗҫекенӗн чунӗ те тасалнӑ, ҫылӑхӗ те каҫнӑ).

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпӗ унпа калаҫрӑм; ӑна хина патӑм, унтан — шур эрех; вӑл шур эрех питӗ ӗҫесшӗнччӗ, мӗншӗн тесен хытӑ чӗтретчӗ.

 — Я с ней говорил; дал ей хины, потом водки; она очень хотела водки, потому что ее сильно трясло.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Детрей эрех нӳхрепне шыраса тупрӗ; кунта халӑх самаях йышлӑ, — пӑрлӑ хӗрлӗ эрех ӗҫеҫҫӗ; вӑл вӑрӑм ҫуртӑн чи вӗҫӗнчи пичкесем тӗлне вырнаҫрӗ.

Детрей разыскал винный погреб, куда набилось уже довольно народу, попивая красное вино со льдом, и уселся в самом конце длинного помещения, около бочек.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хумханса пӑшӑрханать пуль тесе, — чӑн та, тӗлӗнмелле лӑпкӑ, — эпӗ ӑна кӑштах эрех ӗҫме, нервсене ҫирӗплетме сӗнтӗм; эрех — манӑн баулра.

Предполагая, что она взволнована, хотя удивительно владеет собой, я спросил, не выпьет ли она немного вина, которое у меня было в баулах. — чтобы укрепить нервы.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӗҫех Гораций килчӗ, тин кӑна плита хутса янине хыпарларӗ, ҫавна пула эрех сӗнчӗ, анчах эпӗ кофе кӗтес терӗм те эрех вырӑнне ҫур стакан сивӗ пуншпа ҫырлахрӑм, — вӑл ман ҫумра яланах — ҫул ҫинче те, килте те.

Скоро пришел Гораций, объявив, что повар только начал топить плиту, почему предложил вина, но я решил обождать кофе, а от вина отказался, ограничиваясь полустаканом холодного пунша, который держал всегда в дороге и дома.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Негрсенчен тавар татах пама ыйтсан ял королӗ, ҫав тери ӳсӗрскер, шур эрех питех те аваннине евитлет, енчен те ӑна пӗр пичке эрех парас тӑк хӑвалав сунарӗ йӗркелеме, ҫак ӗҫе хӑйне пӑхӑнакан пин-пин ҫынна явӑҫтарма хатӗр.

Когда стали просить негров принести еще товар, король деревни, напившись пьян, объявил, что водка хороша и что, если ему дадут бочонок водки, он устроит загонную охоту, пустив в дело тысячу подданных.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эрехӗн пушӑ кӗленчин тӗпӗнчен, эрех йӳҫсе сӑрланнӑ стаканран ҫӗрӗк шӑрши сарӑлнӑ.

Пустая бутылка от вина и окрашенный вокруг донышка закисшим вином стакан источали тленный запах.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Шурӑ эрех — шурӑ эрехех, — килӗшрӗ Спангид, — сандвич та — географисӗр.

— Водка как водка, — подхватил Спангид, — и сандвичи тоже без географии.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех