Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эп сăмах пирĕн базăра пур.
эп (тĕпĕ: эп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗпсӗр карланкӑллӑ ҫын эп ларакан сак вӗҫне те ан сӗртӗнтер, эп утакан сукмак хӗррине те ан пустӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Александр Кузьмич, Думитру Георгиевич, — терӗ вӑл, — эпэп шухӑшласа пӑхам-ха.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эп вара … эп пит лайӑх каласа патӑм-ҫке, мӗншӗн мана иккӗмӗш вырӑн памарӗҫ?

И я. Я. Я рассказала очень хорошо, почему мне не дали хотя бы второе место?

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Эп коляскӑна ватрӑм, эп тунӑ уна.

– Я, я, я сломала коляску.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

– Атя, эп чи малтан ярӑнтарап, эп санран кӗҫӗн вӗт, – терӗ Ксюша.

– Давай, я первая потолкаю, я же младшая, – попросила Ксюша.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

«С-днем-рождени! Паян эп сире хӳтӗлеп, ку – ман подарок. Эп сирӗнпе уҫӑлса ҫӳреме те каяп», – терӗ Тима.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Савни, сана савса юрлатӑп эп, Савни, сана савса юрлатӑп эп, Илтетӗн-и мана, Илтетӗн-и мана?..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Тӗрӗссипе, сана эп ҫын турӑм, сана эп вӑтам шкултан вӗрентсе кӑлартӑм, сана самолет ҫине лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, пӑлханса калаҫаканскер, редактора ҫине-ҫинех ҫакӑн пек йӑлӑннӑ: «Исмендерова калӑр: пулни-иртнишӗн эп кӑна айӑплӑ, эп кӑна».

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эп кӗвӗҫетӗп-и, эп элеклетӗп-и? — куҫне чарчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эп, эп… — Мирун мучи ҫине чӑр пӑхрӗ хайхи шофер.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ку таранччен сана эп хамӑн арӑмран чипертерех, лайӑхрах тесе шутланӑ, анчах эп йӑнӑшнӑ: чӑннипе, ман арӑм санран чипертерех, лайӑхрах иккен.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Юлашкинчен Моляков: «Мана Ира тахҫанах маннӑ-тӑр, унӑн юлашки ҫырӑвне эп хуравламанччӗ те пулас, ҫавӑншӑн вӑл ӗмӗрлӗх тарӑхма та пултарнӑ — халь вара ӑна кӗтсе тӑратӑп. Лариса лӗпӗртетнине итлемелле-и ман? Тӑм писмен ҫав эп», — тесе шухӑшласа илчӗ те чӑматанне ҫӗклесе алӑк еннелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вырсарникун эп ҫуралтӑм, Вырнаҫусӑр эп пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытларикун эп ҫуралтӑм, Ытлашши хӗр эп пӳлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурӑ тутӑр эп ҫыхрӑм, Шухӑшлӑ хӗр эп пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура тутӑр эп ҫыхрӑм, Хурлӑхлӑ хӗр эп пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫарансемех тӑрӑх эп ҫӳрерӗм, Кӗрепенке хӑмла та, ах, тускайӑм, тупмарӑм, Ял-ял урлӑ нумай эп ҫӳрерӗм, Сирӗн пек лайӑх ҫын та, ай, тускайӑм, тупмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ура сассипе пӗрлех «эп ӑна… Эп ӑна… Мӑйне пӑрса тататӑп… Пӑчӑхтаратӑп. Матькасси… Халех чӑпӑркка туянтаратӑп… Пӑх-ха, мӗнле мурланса, иртӗхсе кайрӗ вӑл» текелесе хаяр чӑлханни, «ҫӑрӑлчӑк ҫӑрни» те илтӗнсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Эп м-мӗн, эп анчах-им, — йӑпӑрт ҫеҫ пӑхса илчӗ Микола Сима енне.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех