Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

экологсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экологсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак рептилисен йышӗ 38% таран ҫитес ҫӗр ҫул хушшинче ҫухалма пултарать.

Экологи считают, что до 38 % этих рептилий могут исчезнуть в ближайшее столетие.

100 ҫултан крокодилсем вилсе пӗтес хӑрушлӑх пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32706.html

Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнчи экологсем аграрисене электричество хӳмисем, уйрӑмах, вӑрман енчен, вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑлхаллӑ сиенҫӗсене альтернативлӑ апат — кишӗр — пама тата шыв савӑчӗсем вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ.

Экологи из научно-исследовательского института советуют аграриям устанавливать электрические заборы, особенно, со стороны леса, а также предложить ушастым налетчикам альтернативный корм – морковку – и расставить поилки.

Нидерландра мулкачсем сахӑр кӑшманне сиен кӳреҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31787.html

Унта ТР Патшалӑх Канашӗнчи, Хусан хулин Думинчи КПРФ пайташӗсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем – Ринат Гайзатуллинпа Елена Минакова, обществӑлла организацисен, пуҫаруллӑ граждансен ушкӑнӗсен, тепӗр хут тирпейлесе усӑ курма юрӑхлӑ чӗр тавар тирпейлекен организацисен, Ҫурт комитечӗсен союзӗн представителӗсем, ҫавсен хушшинче ученӑй-экспертсем, экологсем, метеорологсем, хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Анчах пирӗн урамсене таса теме ҫук-ха, экологсем те ҫитменлӗхсем ҫине кӑтартсах тӑраҫҫӗ.

Но наши улицы нельзя назвать чистыми, экологи тоже указывают на недостатки.

Таса хуласем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чӑваш Енри экологсем тата професилле химиксем кун йышши сӗнӗве хирӗҫ пулнине уҫӑмлах палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Ҫамрӑк экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ патне тепӗр хутчен шӑрҫалама тӗв тунӑ.

Молодые экологи наметили ещё раз написать министру природы РФ .

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Аса илтеретпӗр, хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗччӗ.

Напоминаем, активисты-экологи подготовили письмо министру природы РФ Сергею Донскому.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Чӑваш Енри ҫамрӑк экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн ҫаплипех пӑшӑрханаҫҫӗ.

Молодые экологи Чувашии особенно огорчаются уменьшением охраняемых площадей природы.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех