Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисемпе (тĕпĕ: ыттисем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темӗнле калаҫсан та, тавлашсан та, вӑл манпа ыттисемпе шӳтленӗ пек шӳтлеместчӗ, кулмастчӗ, — унӑн куҫӗсенче те, сассинче те эпӗ ӑнланма пултарайман илемлӗ тунсӑх пурри туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫак чӗлхесемсӗр пуҫне темиҫе вырӑнти калаҫупа йышлӑ усӑ кураҫҫӗ: раи, таманг, гурунг, магар, невар тата ыттисемпе.

Кроме этих языков, превалируют несколько диалектов: раи, таманг, гурунг, магар, неварский и другие.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ӗҫе ыттисемпе пӗрлех тухать-ха вӑл, тухмӗччӗ — бригадир хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна та ыттисемпе пӗрлештерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыттисемпе пӗрле Ҫтаппан та тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх ҫав тери хӑраса ӳкни Ҫтаппана та пырса тиврӗ, Анчах чӳречерен тапса тухнӑ ҫулӑм, стенана хыпса илсе ҫивиттинелле хӑпарнине курсан, вӑл ыттисемпе чупмарӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мишша вӑрӑм окоп тӑршшӗпе тӑват уран упаленсе ыттисемпе пӗрле ҫутта сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

— Арихов Пантей Арихович, эсӗ халь ыттисемпе столовӑйне ан кӗр, — терӗ тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ Шурешкин капитан сӑмси ҫине анса ларнӑ куҫлӑхне тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӑварӑн пӗлӳпе, опытпа ыттисемпе пайланма лайӑх вӑхӑт.

Хороший период для того, чтобы поделиться собственными знаниями и опытом с другими.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Паян пӗр автомашина Патӑръелне каять, — пӗлтерет вӑл кашни тӗл пулакан ҫыннах, — ыттисемпе хире тислӗк кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Хӑвӑршӑн ӗҫлеме тата тунӑ пурлӑхпа ыттисемпе пайлашма хӑнӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

«Тӗрлӗ майсемпе маскировка тӑваттӑмӑр: туратсемпе тата ыттисемпе те.

«Маскировались разными доступными средствами: ветками и т.д.

Пур ҫавӑн пек професси - Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... si-3492469

Ыттисемпе пӗрле Оля та нумай тӑрӑшнипе тунӑ топливӑпа пирӗн реактивлӑ авиацире усӑ курма пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ун валли эсӗ Гольцевпа, Шапиропа тата ыттисемпе пӗрле ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа та вӑл мобилизаци вӑхӑтӗнче нумай ачаллӑ аттесене ҫӑмӑллӑх паракан правӑпа усӑ курайман, ыттисемпе ятарлӑ ҫар операци зонине кайнӑ.

И он не имел права на отсрочку.

Виҫӗ ача ашшӗне ятарлӑ ҫар операцинчен килне тавӑрнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... hn-3398114

Ҫакӑн пек мероприятисем пире чи малтанах тӗрлӗ енлӗ аталанма, ыттисемпе хутшӑнма, малашлӑхра хамӑра хӑюллӑрах тата шанчӑклӑрах тытма ҫул уҫаҫҫӗ, – палӑртать Аслӑ Елчӗкре пурӑнакан Карина Хушкина.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

Ку тӑрӑхра, ыттисемпе танлаштарсан, хуҫасӑр йытӑсем уйрӑмах нумайланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Ӗмӗрсем хушшинче ку мифла халапсем тӗлӗнмелле улшӑннӑ, кӳршӗллӗ халӑхсен сӑмахлӑхӗнчи сӑнарсемпе, илемлӗх мелӗсемпе тата ыттисемпе те пуянланнӑ.

В течение столетий мифические сказания необычайно изменились, обогатились образами, художественными приемами устной словесности контактировавших народов.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кирилл ыттисемпе пӗр тан чупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ытти бригадӑсене те ҫитӗ, ыттисемпе те калаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех