Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисемпе (тĕпĕ: ыттисем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыттисемпе тан ясак тӳлесе пӑх-ха, вара кӑшт ӑс кӗре.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене ашшӗпе амӑшӗ умӗнчех ыталама хӑтланчӗ, урай тавра ҫавӑркаларӗ, аллисене чӑмӑртарӗ, юлашкинчен, хӗрсене алӑк патне сӗтӗрсе пырса ыттисемпе паллаштарма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан амӑшӗ Эрнепи тыткӑнран хӑтӑлнине пӗле тӑркачах Тукай тӗкӗрҫе ыттисемпе пӗрле Сӗве хулине кайма ирӗк памарӗ, эс кунта кирлӗ пулатӑн тесе хӑйӗнпе пӗрле хула тулашнех хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисемпе пӗрле «мухтав!» кӑшкӑрнӑ та вӑл, ҫӗлӗкне ҫӳлелле ывӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем пек хавшанӑ пулин те ҫамрӑк ӳт-тир хӑвӑрт вӑй илчӗ, каччӑ ҫын шутне кӗрсе ыттисемпе тан ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воинсем тимӗрҫе пӗрре куҫ хупса иличчен ҫыхса пӑрахрӗҫ, ыттисемпе пӗрле витене кайса хупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрать, эп хӑвӑр ял ҫынни те нимех те тумӑп уншӑн, ыттисемпе чухларах калаҫ, Теней пичче.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисемпе питӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Римма Ивановна тӑрӑшнипе пирӗн шкул - ыттисемпе тупӑшма пултаракан, конкурентлӑ вӗренекенсене ҫитӗнтерекен учреждени.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Халӑхпа пӗрле вӑл та хӗвел анса тӗттӗм пуличчен йӗтем ҫинче ыттисемпе танах ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Авӑн ҫапнӑ чух эпӗ халиччен кӗлте тавӑрнӑ, пуш кӗлтесене силлесе итем хӗрне йӑтнӑ, сарӑм айккисене шӑпӑрпа шӑлнӑ, хӑш чух, йыш нумаях пулмасан, тӑпач тытса, ыттисемпе пӗрле ҫапма та тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн та ыттисемпе пӑрҫа ҫӑлма каяс килетчӗ, анне мана киле хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫисе куртӑр пӗрре ыттисемпе тан.

пусть хоть раз в жизни поест по-людски.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр енчен — хӑйне ыттисемпе танлаштарнипе.

А во-вторых, сравнивая себя с другими.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна ыттисемпе пӗрле Юпа ҫине тӗреклӗ ҫакӑр, Ишсе вӑл кайтӑр сулӑпа.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӑх хавхаланса ӗҫленине курса килнӗрен тата хӑй те ыттисемпе тан алла кӗреҫе тытса ӗҫленӗрен пулас, ӑшра ӗнерхи тулашу ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Укахви звенине вӑрлӑхлӑх тулӑ участокне курма кайнӑччӗ, ҫула май Марине бригадине кӗчӗ те унта агроном ыттисемпе пӗрле кок-сагыз калчисене куҫара-куҫара лартнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр эрне каялла ҫурласем шӑллаттарнӑ чухне ыттисемпе пӗрле Алексей ҫурлине те кайса пачӗ: «Тен, кирлӗ пулӗ, тен, тырӑ вырма та ӗлкӗрӗ».

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куртӑр Левентей: вӑл судпа айӑпламалли ҫын мар, вӑл ыттисемпе тан ӗҫлеме пултарать, кил-ҫуртне пӑрахсах вӑрмана каять.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун ҫинчен вӑл шутламарӗ, приказа вуласа пӗтерсен те чӗрине савӑнӑҫ тулса ларнӑран сывлӑш ҫавӑрайман пек ыттисемпе пӗрле ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех