Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инҫете кайрӗ ӗнтӗ Укаслу урапаран, ҫак улӑхрах утӑ ҫулакан ытти хӗрсенчен.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, килтешсем кӑна мар, Кӗлсулттан кинемей патне таврари ытти ялсенчен те килеҫҫӗ, пӗри те апла-капла пулсан унсӑр пурӑнаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Папки тухманшӑн ҫуркунне мар, ҫӑка хӑй айӑплине, ҫӑкан хӑйӗн тымарӗсем ҫӗрсе пӗтнине, ҫавӑнпа вӑл Ҫӗр-аннерен сиплӗ сӗткен илейменнине, сӗткенсӗр, ытти йывӑҫ пекех, вӑл та, Киремет ҫӑки пулсан та, ешерме пултарайманнине каласа ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, сан улӑху ҫеҫ мар, ытти чылай ҫыннӑн та ман ҫӗр пулса тӑчӗҫ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакскер ҫине пӑхса-пӑхса, ытти ҫуртсем унран аяккарах тарса кайма тӑрӑшаҫҫӗ тесе те калӑн ҫав.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турикасра, ытти ҫуртсенчен кӑшт аяккарах, уйрӑларах ларнӑ пӗр пысӑк та тайлӑк хура пӳрт пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл историлле повеҫсем те ҫырнӑ — «Кӗтӳҫ юратӑвӗ», «Оксана», «Юрӑҫӑ шӑпи» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Вӑл историлле романсем те ҫырнӑ — «Мускав ҫулӗ», «Кӑвак ҫӗмрен», «Кункӑш — вилӗмсӗр кайӑк», «Эткер», «Термен», «Анне ҫӑкӑрӗ», «Атте пахчи», «Хӗвел хапхи», «Юрӑҫӑпа патша», «Алттай — тӑван ҫӗршыв» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

«Элкон» тулли мар яваплӑ общество приоритетлӑ инвестици проекчӗпе паллаштарӗ, тӑлӑха юлнисене ҫӗнӗ хваттерсем парса хавхалантарӗҫ, «Химпром» площадкине ҫӗнӗ линисем хута ярӗҫ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Ҫав шутра – Шупашкарти йӑлана кӗнӗ экономика форумӗ, «Регионсем – чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» курав, ҫамрӑксен «МолГород» форумӗ, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Ҫавал юхать ҫаврӑнса, Кӗмӗл пекех ҫутӑлса; Ункӑ шывне, Йӗршшӳне, — Тата ытти шывсене Пухса пырать Атӑла — Ӗмӗтленсе малалла.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ытти нарне хушшинче Акӑш аван асӑнма; Пӗтӗм хӑна хушшинчен Урха аван савӑшма.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чаплӑ ҫынсен хыҫҫӑн — ытти халӑхсем: Хулари тимӗрҫсем, урӑх ӑстасем, Юри пухӑнтарнӑ ялти хресченсем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Воевотӑ ҫурчӗн аялти хутӗнче Купсасем ун патне парнесем кӳреҫҫӗ: Пир-ар та, пустав та, илемлӗ парчче, Кӗмӗлтен шӑратнӑ тирек, ҫӑпала, Сулӑсем, алкасем, мерчен куҫлӑ ҫӗрӗсем, Татах та нумай ытти япала: Тутлӑ апат-ҫимӗҫ, хаклӑ эрехсем…

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Наградӑсене тивӗҫнисем те, куллен ялсенче пурӑнакансене культурӑллӑ канма май туса паракан ытти ӗҫченсем те ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ытти салтаксемпе пӗрле вӑл алӑ вӗҫҫӗн нимӗҫ офицерӗсемпе ҫапӑҫнӑ, вӗсене ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Вӗсен отрячӗ 11 эшелона, 18 кӗпере, чукун ҫул 3 кӗперне сирпӗтнӗ, 15 ҫухрӑм телефон ҫыхӑнӑвне пӑснӑ тата ытти ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Унӑн ытти награда та чылай.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Янкасси хӗрӗн ачалӑхӗ хӑй ҫулӗсенчи ялти ытти шӑпӑрлансеннинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Кунти «Джон Дир» маркӑллӑ 2 трактор, ытти йышши кустӑрмаллӑ 7 трактор техника тӗрӗслевӗ витӗр лайӑх тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех