Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Консерв, тушенка, ытти апат-ҫимӗҫ парса хӑвараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ҫавӑн пекех ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем ытти ыйтупа та консультацисем илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Сосновски пултӑран пулӑхлӑ ҫӗрсене сиенлессине чарассипе тата ытти тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Тенеялӗнчи Николаев урамӗн- чи ҫула юсасси, Йӑнтӑрчӑ масарне тирпейлесе йӗркелесси, шыв башнисене пӑхса тӑрасси, Улянкӑ ялӗнче ача-пӑча лапамӗ тумалли вырӑна палӑртасси, сӗт хакӗ чакса пыни ӗне усракансене тивӗҫтерменни тата ытти ҫинчен те каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Киров ячӗллӗ урамри кӗпере юсамалли тата ытти ыйтусем те пӑшӑрхантараҫҫӗ ҫынсене.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Юлашкинчен округ пурнӑҫӗпе аталанӑвне, вӗрентӳпе воспитани ӗҫне пысӑк тӳпе хывнисене наградӑсемпе чысланӑ, пилӗк ҫемьене хваттер туянма е пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума социаллӑ тӳлев илме право пуррине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем панӑ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ҫапла майпа 25 участокри автомобиль ҫулӗсене юсанӑ, ача-пӑчапа вӑйӑ площадкисене, социаллӑ-культура сфери, коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене, халӑхӑн канмалли вырӑнӗсене, пӗвесене йӗркене кӗртнӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Арман, тараса, акӑшсем, павлин тата ытти чӗрчунсене курма пулать хитре чечексем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Галина Мясникова - пултаруллисенчен пӗри, хутран улӑм пӗрчи пек пайсем туса ваза, шӗлепке, карҫынкка, велосипед тата ытти тӗрлӗ сувенирсем ӑсталать.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Ҫунакан материалсенчен хатӗрленӗ таварсем, ҫӳлӗксемпе шкапсем тата ытти хатӗрсем кӑмакасенчен сахалтан та 70 сантиметр аякра пулмалла, хутмалли-чӗртмелли вырӑнсенчен - 1 метр та 25 сантиметртан кая мар.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Юсавсӑр кӑмакасемпе тата ытти ӑшӑтмалли хатӗрсемпе усӑ курма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Ытти хутмалли хатӗрсем тата тытӑмсем пирки те манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

— Ара, епле-ха капла? — ыйтрӗ аптранӑ енне район пуҫлӑхӗсенчен Никифор Семенович, ытти председательсем пекех хӑнасемпе пӗрле ҫӳрекенскер.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Хам эпӗ ҫав «паллӑ вӑхӑтринчен» самай аслӑрах ҫын та-ха, ытти тесен — шӑпах ман пирки-и, тен…

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Паллаштарнӑ, ытти хӑйсен ӗҫӗ, кирек мӗн хӑтланччӑр, куҫӑм ан куртӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ҫак тата ытти тӗллеве туллин пурнӑҫлас тесен ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, ҫынсен нушисемпе ыйтӑвӗсем ҫине тата та тимлӗрех пӑхмалла, кирек мӗнле ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла.

Для претворения в жизнь этих и других задач важно не останавливаться на достигнутом, быть внимательными к нуждам и запросам людей, любую работу выполнять на совесть.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Наукӑпа технологисем аталанса пыни сервис отраслӗсене кал-кал аталантарма, информаци, финанс, ҫыхӑну енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен тӗрлӗ тӗсне тата ытти инноваци пулӑшӑвне йӗркелеме май уҫать.

Развитие науки и технологий открыли путь к динамичному развитию сервисных отраслей, созданию разнообразных видов информационных, финансовых, коммуникационных и иных инновационных услуг.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Савнӑҫлӑ лару-тӑрура, уява пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫул «Чӑваш Ен тӗрӗллӗ картти» ҫӗршывӗпех анлӑ сарӑлнине асӑннӑ, ӑна тӗрлеме ытти регионсенчен те ӑстаҫӑсем хастар хутшӑннине каланӑ.

В торжественной обстановке, поздравляя собравшихся на праздник, Глава Чувашии упомянул, что в прошлом году «вышитая карта Чувашии» получила широкое распространение по всей стране, и сообщил об активном участии мастеров из других регионов в ее вышивке.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Хальхи хореографи кружокӗсем, ҫамрӑксен вокал ансамблӗ, фитнес-клуб тата ытти тӗрлӗ енпе ҫынсен ӑсталӑхне аталантарса пыма условисем хатӗрленӗ.

Подготовлены условия для кружков современной хореографии, молодежного вокального ансамбля, фитнес-клуба и по другим направлениям развития исскуств.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Ҫавӑн пекех регионӑн культура пайне аталантарма пулӑшакан патшалӑх программин ытти енӗсене те витӗм кӳрет.

А также ряда иных направлений государственной программы региона, направленных на развитие отрасли культуры.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех