Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ку енӗпе унӑн «Сухаҫӑ», «Чӗнӳ», «Сада эп юрататӑп», «Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа», «Шутлатӑн пуль. Хӗл сиввинчи…», «Таврӑнать, сӑн илет эп ҫухатнӑ хаваслӑх» тата ытти уйрӑм сӑввисене палӑртас килет.

Куҫарса пулӑш

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Мишӑн ҫапла хӑй пӗр пус укҫасӑр тӑрса юлнине ӗненес килмерӗ: ытти фирмӑсенче хӑй валли ӗҫ шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ытти вара сан ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ытти ман ӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ытти студентсем пек общежитие кайса кӑшт канса выртӗччӗ, анчах юрамасть: ӑна фабрикӑра кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Анчах хӗр ытти йӗкӗтсене те ҫавӑн йышши «парнесем» туянтарнине илтсен амӑш пӗтмесӗр хӗр пӗтмест тесе аллине сулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫырма-ҫатра ячӗсем те интереслӗ пек туйӑнчӗҫ студента: Чашлама, Авӑр ҫырми, Ҫӳлту, Сахтиме ҫырми тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Эп сана валли сумкӑна йӑлт чикрӗм: хур, шӑрттан, ҫу, чӑкӑт тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Унсӑр пуҫне сикчевлӗ аритмие тата ытти тӗрлӗ чӗре чирӗсене аталантарас хӑрушлӑха чакарать.

Кроме того, снижается риск развития мерцательной аритмии и других сердечных заболеваний.

Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсем аталанасран сыхлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30751.html

Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ.

Прокуратура усмотрела и другие недостатки.

Пассажирсене медтӗрӗслев витӗр тухман водительсем туттарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30733.html

Наци символики чӑваш культурине тата йӑли-йӗркине хисеплеме хӑнӑхтарать, граждансене ӗҫре, ӑслӑлӑхра, культурӑра, спортра тата пурнӑҫӑн ытти сферинче ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.

Национальная символика формирует уважение к чувашской культуре и традициям, вдохновляет граждан на достижения в труде, науке, культуре, спорте и других сферах жизни.

Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/29/news-3841673

Чӑваш Енре паллӑ ытти космонавтсен – Николай Бударинпа Муса Манаровӑн ҫамрӑк ҫулӗсем иртнӗ.

В Чувашии прошли годы юности других именитых космонавтов – Николая Бударина и Мусы Манарова.

Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/12/news-3824924

Ытти свидетельсем те хӑйсем курни-илтнине каласа пӗтерсен прокурор ҫумӗн куҫӗсем хӗр ҫине тата та ӑшшӑнрах, хӗрхенсе пӑхнине курчӗ Юрий Владимирович.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ытти хӗрарӑмсем ҫывӑрса кайсан Светӑпа чӗлхисем калаҫайми пуличченех пӑшӑлтатса выртаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пулас мӑшӑрӗ паян ытти чухнехинчен те чипертереххине тӳрех асӑрхарӗ Юра.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Эх, маначчӗ сан вӑхӑту, — ӑна улӑштарма килнӗ Света пырса кӗрсен ҫеҫ Вероника хӑй паян ытти чухнехинчен татах та каярах юлнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Шухӑша путнӑ Вероника юхакан куҫҫульне ытти хӗрарӑмсем куриччен вӑрттӑн шӑлса илчӗ те, йывӑр пулин те, пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпе аса илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ытти тӗслӗхсенче айӑпланакансене айӑпран хӑтарма е урӑх статья ҫине куҫарма май килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Сӑмах май, вӗсенчен 2 пинӗшӗ кӑна ытти патшалӑхсен гражданӗсем пулнӑ.

К слову, лишь 2 тысячи из них оказались гражданами других государств.

Чӑваш Ене килекенсен йышӗ ӳснӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30718.html

Ытти чухне палламан ҫынсенчен ютшӑнакан ача Саша еннелле икӗ аллине тӑсрӗ, урапа ҫинчен тӑрасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех