Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Турӑ каланӑ: акӑ Адам, ырӑпа усала пӗлсе, Пирӗнтен пӗри пек пулса тӑчӗ; халӗ ӗнтӗ вӑл тата, аллине тӑсса, чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне те татса ан ҫитӗр, ӗмӗрех пурӑнмалла ан пултӑр, тенӗ.
Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӗлен арӑма каланӑ: ҫук, вилместӗр, 5. Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр, тенӗ.
Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫапла вӗрентсе каланӑ: эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, 17. анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тӗрлӗ йывӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем; рай варринче вара чӗрӗлӗх йывӑҫӗ тата ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ӳстернӗ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куракана искусствӑпа тата пултарулӑх ӗҫӗн асамлӑ хӑвачӗпе паллаштаракан, уншӑн Ырӑпа Илемлӗхӗн тӗлӗнмелле тӗнчине уҫакан пирӗн театрсен артисчӗсем пархатарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586
«Асӑннӑ кӑтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрӑм региона — Чӑваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаҫӗсене, Ненец автономи округне — ырӑпа асӑнмалла. Вӗсен кӑтартӑвӗсем Европӑрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнӑ», — ҫирӗплетнӗ федераци министрӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— Тата кама ырӑпа аса илетӗн?
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӗренекенсемпе яланах кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшнӑ, вӗсем те ырӑпа тавӑрнӑ.
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Пире ырӑпа асӑнни лайӑх-ха, анчах та кил-ҫурта, ҫемьене пӑрахса пурте Мускава тухса каяймастпӑр-ҫке.
Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Вӗсем мана халӗ те ырӑпа аса илеҫҫӗ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Йӗрке хуралҫисене пулӑшакан йышпа Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатне те ырӑпа асӑннӑ.
Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Усал тӑвакана ырӑпа тавӑрма хушаҫҫӗ.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05