Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чухне ҫын ҫинчен пӗтӗмпех пӗлни те чуна ыраттарать пуль ҫав…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Хӗрсе кайнӑ хӑйӑр пите, алӑсене пыра-пыра ҫапӑнса темӗн пекех ыраттарать, куҫа, хӑлхасем ӑшне кӗрсе тулать, ӳт-тире кӗҫӗттерме тытӑнать.Раскаленный песок сек немилосердно лицо и руки, набивался в глаза, в уши и вызывал зуд в коже.
Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ыраттарать, — терӗ те Тимка хӳме шӑтӑкӗнчен вӑшт кӑна тухса тарчӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫитменнине тата ун алли, те шӑмми тухса тӑнӑран, ытла та хытӑ ыраттарать, ӳт-пӗве кассах кӗрет.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
«Хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсем ҫине тимлӗх уйӑрма манас марччӗ. Ачисем пур ҫӗртех ашшӗ-амӑшӗ пӗччен тӑрса юлни чуна ыраттарать», - терӗ Вячеслав Михайлович.
Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html
Ман чӗрене урӑххи ыраттарать.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫӗр ҫинче ытла та нӗрсӗр ҫынсем пур-ҫке, ҫавӑ тапхӑр-тапхӑр ман чӗрене ҫурӑлса каяслах ыраттарать.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Анчах тепӗр чухне хӑш-пӗр профессионалсем хӑйсем тӗллӗн вылякансем ҫине кӑмӑллах мар, тиркерех пӑхни те пулкалать, ҫакӑ вара чуна ыраттармаллипех ыраттарать.
4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Чӗрене касать, чуна ыраттарать, тепӗр чухне ӑсран та кӑларать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Кашни хӑйӗн чунне мӗн ыраттарать, ҫавӑн пирки шухӑшлама тытӑнчӗҫ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ улӑм ҫине тӑсӑлса выртатӑп, путек ман урлӑ сикет, хӑш чух шӗвӗр урисемпе мана ыраттарать те, эпӗ ҫилленсе ӳпне выртатӑп.
Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Эп халь кӑна Васильев-Новгородран таврӑнтӑм, — юри тенӗ пекех, васкамасӑр туртса ҫапсан ытларах ыраттарать тенӗ пекех, лӑпкӑн калаҫрӗ Лупин князь.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пурте лексе ыраттарать ӑна.
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗтӗм иртен-ҫӳрен лексе ыраттарать сана: пӗтӗм пурнӑҫ ҫын куҫӗ умӗнче, ҫын аллинче.И всякий проходящий причиняет тебе боль, поскольку вся твоя жизнь у него на виду и даже в его руках.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ним курмасӑр, ним шухӑшлама пӗлмесӗр аяккалла утма тӑрать те Янтул, хӑй хӑраса кӗтнӗ пекех, тепӗр «стенана» ҫапӑнса ӳкет, питне шӑйӑрса ыраттарать.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ухтиван питне йӗпе тутӑр татӑкӗпе ислетсе шӑлнӑ чухне вӑл санӑн ыратни ман чӗрене те ыраттарать тенӗ евӗр, хӑйӗн пичӗпе те ыратнине палӑртать.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кашни лакӑм тӗлӗнчех вӗлле кӗтесси Ухтиван чӗркуҫҫине лексе ыраттарать.На каждой выбоине угол улья больно стукает Ухтивана по ноге.
Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чун-чӗрене ыраттарать, Тавра йӗрет: юлать пек тӑлӑх.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ыраттарать пит сӗмсӗр кулӑ Хурлӑхпа тулнӑ чӗрене.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Те пуҫ каска пек хӑвӑлланнӑ Те кӑкӑрта тем тӑлӑланнӑ? — Тӑрать ӑшра чун пусӑрнса, Ӑна касса ыраттарать пек.
XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.