Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраттар сăмах пирĕн базăра пур.
ыраттар (тĕпĕ: ыраттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.

22. Когда дерутся люди, и ударят беременную женщину, и она выкинет, но не будет другого вреда, то взять с виновного пеню, какую наложит на него муж той женщины, и он должен заплатить оную при посредниках; 23. а если будет вред, то отдай душу за душу, 24. глаз за глаз, зуб за зуб, руку за руку, ногу за ногу, 25. обожжение за обожжение, рану за рану, ушиб за ушиб.

Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Чӗрене ан ыраттар, ывӑлӑм, тӗрӗсне кала.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чун-чӗрене ан ыраттар! — тарӑхнипе кӑшкӑрса ячӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки сывлӑшпа сывланӑ вӑхӑтра чуна ан ыраттар!

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ан ыраттар чуна, ахаль те йывӑр.

— И так тяжко на душе.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Пӑрах ун пек шухӑшлама, чӗрӳне ан ыраттар.

 — Не настраивай себя так, не терзайся.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Юрӗ анне, чӗрӳне ан ыраттар, эпӗ те хӗр ача евӗр курӑнма тӑрӑшӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Чӗрӳне ан ыраттар, старик, — терӗ арӑмӗ, сӗтел ҫине хатӗрлеме пуҫласа.

— Не рви сердце, старый, — попросила жена и стала накрывать на стол.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсене кӗтӗве хӑваласа тух та, ҫӗр ҫӑтманскерсемшӗн, чуна ыраттар: кӗтӳрен уйӑрӑлса ан юлччӑр, кашкӑр ан тыттӑр тесе, кулянса лар.

Прогони их на попас и болей об них, клятых, душой: как бы они от гурта не отбились да как бы их волк не порезал.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Астумасӑр-мӗнсӗр ан ҫӑт, шӑлна ан ыраттар.

Да не проглоти ненароком какое, зубом не повреди.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех