Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратрӗ (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑна вӑл кайран пуҫ ыратрӗ тейӗ-ха.

Об этом она скажет, что голова разболелась.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна ҫак ҫитӗннӗ ҫын сӑнӗ ҫапнӑ яштака йӗкӗте темшӗн юлашки хут курнӑ пек туйӑнчӗ, чӗри тӳсме ҫук ыратрӗ.

А сердце так и сжалось от боли: когда-то она увидит его опять? О чем только она не мечтала поговорить с Ухтиваном, когда шла сюда!

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑваркуҫӑн хӑйӗн юлташ хӗрӗ мӗнле асапланнине курса чунӗ ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӗри сасартӑк какӑра хӗссе ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗрем пит ыратрӗ паян ҫӗрле, — калаҫса илчӗ упӑшкипе…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн манӑн чунӑм пурнӑҫӑмра пӗрре кӑна ыратрӗ — Нагасакире хӗсӗк куҫлӑ йӗкӗте карамболь матчне выляса ярсан?

Отчего это у меня душа болела только раз в жизни, когда я проиграл карамбольный матч косоглазому молодцу в Нагасаки?

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ирхине пуҫ ыратрӗ.

Утром болела голова.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Мӗн тӑвас Ехвинӗн, чӗри ыратрӗ пулин те, ӑйӑра парса ямах тиврӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аманнӑ хулпуҫҫи кисреннӗ май самай ыратрӗ пулин те, Телегин шӑлне кӑна шатӑр ҫыртрӗ, урхамахне ыттисенчен пӗр утӑм юлтармасӑр хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫак ытахаль сӑнсене пӑхса тӑракан Калюковӑн, темшӗн, чӗри хӗссе-хӗссе ыратрӗ, куҫӗ шывланчӗ, пыра темле мӑкӑль пырса капланнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шкулта ачасемпе хуйхи кӑшт иртнӗн туйӑнчӗ ӑна, анчах хваттерне таврӑнсан каллех чӗри ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӗсем пуҫтарӑнни ҫине пӑхса тӑнӑ май хӗрарӑм чӗри теме сиссе хытгӑн пӑчӑртанса ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Регинӑна сиввӗн тавӑрнӑшӑн Тамара чӗри ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Пӗрле пурӑнакансен илемлӗ тумне курсан хӗр чӗри ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Чӗрӗ ҫынна вилнӗ тенӗшӗн чӗри ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Ун чухне кӗлеткем ыратрӗ, халь чун ыратать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Хӗр чӗри чӗпӗтсе, пӑчӑртанса ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӳсӗрпе хӑйне ҫӑмӑллӑн туйрӗ, тепӗр кунне чӗре суранӗ каллех ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫав вӑхӑтра чӗри йӗппе чикнӗ пек ыратрӗ ун.

В это время у нее сердце болело, как на иголках.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Урӑлсан чӗре пушшех те хытӑрах ыратрӗ.

После протрезвления сердце болело пуще прежнего.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех