Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратнипе (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑллӗ хырӑмӗ ыратнипе аптрама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Те шкулта сӗрӗм тиврӗ, пуҫ ыратнипе выртрӑм, — тесе Марине аппа часах тӑрса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Манран инҫех те мар какрака ҫӗр ҫинче ӳт-пӗвӗ ыратнипе тутине пӗрӗнтеркелесе Улатимӗр ларать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

– Ҫерушсенчен кайса ыйт-ха, мӗн пӗҫернӗ вӗсем? – тенӗ пыр ыратнипе аптӑранӑ ача.

– Спроси, пожалуйста, у Сережи, что у них сегодня на обед, – отвечает мальчик с больным горлом.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Нимӗн те астумасть-ҫке Андрей, Ҫук, ҫук, ыратнипе тӑнне ҫухатмарӗ вӑл, ытла та кӗтмен ҫӗртен пулса тухнипе пулас, пуҫӗ минресе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗтсе илеймерӗ вӑл манӑн ҫунатӑм — куҫҫулӗ витӗр шӑппӑн каларӗ вӑл чӗри ыратнипе, — кӗтсе илеймерӗ ҫакна!..

— Не дожил он, сокол мой, — сквозь слезы шептала она с болью, — не дожил!..

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хытӑ ыратнипе вӑл вырӑнтан та хускалма пултараймарӗ.

Острая боль парализовала движение.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл пуҫ ыратнипе аптӑранӑ, — тесе пӗлтерчӗҫ.

У него мигрень».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ акӑ пилӗк ыратнипе аптӑратӑп, — пуҫларӗ сӑмахне тепри, — люмборадикулит теҫҫӗ ман чире.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Матви ҫавӑнтанпа час-часах пилӗк ыратнипе аптӑракан пулчӗ, йывӑр ӗҫе тек тытаймарӗ, куҫ умӗнчех начарланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Поля, пӗр май пилӗкӗ ыратнипе аптраканскер, пахчана ӗҫлеме пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шаликов тем самантра унӑн сылтӑм аллине ҫурӑм хыҫне шатӑртаттарса пӑрса та лартрӗ, вара хӑйӗнчен чылай ҫӳллӗ ҫынна хӗр пӳлӗмӗнчен тӗртсе кӑларчӗ, унтан пӳрт алӑкне уҫрӗ те хулӗ тӳсме ҫук ыратнипе йынӑшакан ӗревӗҫе кутӗнчен тапса ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл мӗнле асапланнине — ҫук, суран ыратнипе мар, чун ыратнипе асапланнине — Таня курчӗ те хӑй ҫакӑнта Вадимпа килсе кӗнӗшӗн вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӳҫне шакла кастарнӑ; хӑй питӗ ырхан, пичӗ шап-шурӑ, пӗр пӗрчӗ хӗрлӗ тӗс юлман; путса кӗнӗ пысӑк куҫӗсем, питӗ хытӑ асапланакан ҫын куҫӗсем, кӑвар пек ҫунса тӑраҫҫӗ; тен, ыратнипе пӗрмай ҫыртнӑран пуль, тути кӑшт хӗрлӗрех, тӑртаннӑ пекрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хамӑн пӗҫӗсем хӗмленсе ыратнипе ытлашши хускалмасӑр, вӗсем ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗҫӗсем ыратнипе нумаях каймарӑм, пӗр йывӑҫ ҫумне таянса, вӑрманти сас-чӗвве итлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чунӗ ыратнипе хаяррӑн йынӑшса ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыратнипе мар, ытла та тарӑхнипе, хӑй мӗн тунине чухлаймасӑр, чӗлпӗре аллинчен вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурпӗрех нимӗн те каласа парассӑм ҫук сире! — ыратнипе ним тума аптраса кӑшкӑрса ячӗ те вӑрӑ-хурах шӑлне ҫыртса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хытӑ ыратнипе кӑштах йӗрсе ямарӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех