Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратнипе (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит-куҫне, хура ҫӑварне сулӑмлӑн ана-ана ӳкекен хӗҫсем ҫурса пӗтернӗ пулин те, вӑл ҫаплах, хӑраса кайнипе тата ыратнипе, ҫинҫе сасӑллӑн ҫихӗрешсе выртрӗ.

По лицу полосовали его взлетывающие шашки, по черному рту, а он все еще кричал тонким от ужаса и боли голосом.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл Григорий чавсинчен чӑмӑртаса тытрӗ те, Григорий, ыратнипе, питне пӗркелентерсе хучӗ.

Он так стискивал локоть Григория, что Григорий морщился.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапӑҫу пуҫланнине, хутора унсӑрах илме пултарнине Хохлаков ӑнланчӗ, ун чунӗ ыратнипе, вӑтаннипе куҫҫулӗ тухрӗ, чӗри, ак хальхи пекех, вӑйлӑн, пӗр чарӑнми яшт та яшт чиксе кайрӗ…

Хохлаков понимал, что бой начался и что хутор будет взят без него, и ему стало так обидно и стыдно, что на глазах выступили слезы, а сердце заныло вот такой же, как сейчас, страшной и тупой болью…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӗри ыратнипе чышкисене чӑмӑртанӑ…

Болело сердце, и он сжимал кулаки…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан пӗр самантлӑха чӗмсӗр шӑплӑх — кайран каллех вара ҫав сасах, анчах хальхинче ҫамрӑк каччӑнни пек урмӑшшӑн хӑркӑлтатса, ыратнипе тытӑнчӑклӑн таткаланса тухаканскер, саламатсем шӑхӑра-шӑхӑра тивмессерен кӗскен ҫухӑрса, чыхӑна-чыхӑна уйрӑм сӑмахсене сыпӑнтарчӗ:

А потом несколько секунд молчания — и тот же голос, но уже ломкий по-молодому, захлебывающийся, исшматованный болью, между выхрипами после ударов замыкался короткими выкриками:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрмана ҫитсен, Степан, ыратнипе хутланкаласа, йӗнер ҫинчен анать; чӗлпӗре лаша ҫурӑмӗ ҫине ывӑтать те айккинелле уксахласа каять.

В лесу Степан слез с седла, кривясь от боли; кинул поводья, захромал в сторону.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун чухне Аксинйӑн пичӗ-куҫӗ ыратнипе туртӑнса илемсӗрленнӗччӗ, пит ҫӑмарти тӑрӑх чӑпӑркка касса кӗнӗ хӗрлӗ йӗр выртатчӗ.

Тогда лицо Аксиньи было искаженным от боли, с багровым следом кнута на щеке.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Шухӑшласа тӑма вӑхӑчӗ ҫук, ҫав инкек, — ыратнипе питне пӗркелесе минтерсем ҫине выртса каларӗ Федор Лукич.

— Думать-то некогда, вот беда, — сказал Федор Лукич, болезненно морщась и откидываясь на подушки.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыратнипе тӑнне ҫухатать ватӑ ҫын.

Теряет от боли старик сознание.

Кобылин мучин юлашки сӑмахӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ури ыратнипе асапланса пурӑнать.

Хворает ногами.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пилӗкӗ тимӗр кӑшӑлпа кӑшӑлланӑ пек ыратнипе йынӑшма тытӑнчӗ Аксинья.

Застонала Аксинья, перехваченная железным обручем боли.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аксинья, ҫунса кайнӑ тутисене ҫуласа илчӗ, варӗ ыратнипе куҫран вут-хӗм сирпӗничченех шӑлне ҫыртрӗ, варне ярса тытрӗ.

— Облизывая спекшиеся губы, жмурясь от боли до огненных брызг в глазах, Аксинья схватилась за живот.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Митька ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ; лешӗ ури ыратнипе пӗтӗм пит-куҫне пӗркелентернӗ, тӑвӑр атти хӗсекен урине вырӑнтан-вырӑна илкелесе пускалать.

Вглядывался в лицо Митьки; тот морщился от боли и переставлял скованную сапогом ногу.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, пилӗк ыратнипе ахлатса, туйи ҫине тайӑнкаласа, сухаҫӑсене ӑсатма тухрӗ.

Опираясь на костыль, охая от боли, ломавшей поясницу, он вышел проводить пахарей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та Митька ури ыратнине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерсе ячӗ, алӑка талпӑнса тӗртсе уҫрӗ, унтан, кӳреннипе тата ыратнипе ӑншӑртланса, шӑлӗсене йӗрсе, кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Но Митька стойко выдержал боль и, рывком распахнув дверь, выкрикивал, скалясь, наглея от обиды и боли:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крыльца ҫинче ӑна такам хӑлха чиккинчен ҫапса ураран ӳкерчӗ; вӑл ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ, винтовкине аллинчен пӑрахрӗ те юр ӑшне кӗрсе выртрӗ…

На крыльце кто-то сильным ударом в ухо сшиб его с ног; он вскрикнул от боли, выронил винтовку и слетел в снег…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ирина ӑна лӑплантарчӗ, анчах хӑйӗн те чӗри ыратнипе макӑрас килчӗ.

Ирина успокаивала, а у самой болело сердце, и ей тоже хотелось разреветься.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Арӑмӗ ҫивӗтне ун аллинчен туртса кӑларчӗ, ыратнипе унӑн пичӗ темле чалӑшса кайнӑ пек пулчӗ.

Она выдернула у него из руки косу, лицо ее скосилось от боли.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Ыратнипе асапланакан сӑн-питӗнче вара, вилес умӗнхи сӑн витӗрех, эпӗ вӑл мана унчченхи пекех сиввӗн те выльӑхла кураймасӑр пӑхнине куртӑм.

И в лице ее, сквозь физические страдания и даже близость смерти, выразилась та же старая, знакомая мне холодная животная ненависть.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Швейцар ӑна пӗрремӗш кун ирхине хӑйӗн пӳлӗмӗнче курнӑ: «вӑл ыратнипе шалтах халран кайнӑччӗ», тет.

Утром первого дня швейцар нашел бедного старика на полу в его комнате, он был без сознания.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех