Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылттӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ылттӑн тӗслӗ апельсинсемпе мандаринсем ӗнтӗ пиҫсе ҫитнӗ те тӗксӗм-симӗс тӗслӗ ҫулҫӑсем хушшинче лайӑх палӑрса тӑраҫҫӗ.

Золотистые апельсины и мандарины уже созрели и резко выделяются среди темной зелени листьев.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗр айӗнче ҫак усӑллӑ япаласем ӑҫта тупӑннине ССР Союзӗн картти ҫинче шыраса тупӑр: Кузнецк бассейнӗнчи ҫӗркӑмрӑкӗ ӑҫтине (Новосибирскран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче), нефть ӑҫтине (Печора шывӗн юппи таврашӗнче тата Урал тӑвӗсен хӗвеланӑҫ енчи тайлӑкӗнче), ылттӑн (Лена шывӗ ҫинче тата унӑн Алдан ятлӑ юппи ҫинче).

Найдите на карте СССР, где залегают следующие полезные ископаемые: каменный уголь Кузнецкого бассейна (на юго-восток от Новосибирска), нефть (на притоке реки Печоры и на западном склоне Уральских гор), золото (на реке Лене и на ее притоке Алдане).

Тайган ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япалисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпӗ вара пӗр чиркӗве тума та пӗр пус та памастӑп, шухӑш ҫапла: мана мӗн кирлӗ, эпӗ мӗн тумалла - эпӗ хамӑн укҫапа тӑватӑп, пупсем те ҫапла туччӑр - вӗсем пурте пуян, ылттӑн нумай ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

Мамӑклӑ тискер кайӑк тиресем сутса Совет Союзӗ ылттӑн илет, ҫав ылттӑн фабрикӑсемпе заводсем валли ютҫӗр-шывсенчен хӑш-пӗр машинӑсем туянма кирлӗ.

Пушнина дает Советскому Союзу золото, нужное для покупки за границей некоторых машин для заводов и фабрик.

Мамӑк тир промысли // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ГТО комплексне пурнӑҫласа ылттӑн паллӑна тивӗҫнисене паян Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чысланӑ, спортра пысӑк кӑтартупа палӑрнӑшӑн ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх тесе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Комбат, ҫамрӑк пулин те, подполковнике ҫитнӗ ӗнтӗ, вунсаккӑрта чухне вара унӑн кӑкӑрӗ ҫинче Геройӑн Ылттӑн ҫӑлтӑрӗ ялтӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫапла юрлать аслӑ кин — Актупайӑн арӑмӗ: Уншӑн ӑмсав мӑй ҫакки, Ылттӑн шӑрҫа ярӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ах, Чӗкеҫ кин, кӗҫӗн кин — Йӑлтӑр-ялтӑр йӑлтӑркки — Ылттӑн шӑрҫа мӑй ҫакки — Пӗрре ҫакма тӑрать пин, Ати-апи пехилӗ Ан пултӑрччӗ сехреллӗ»!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каяс умӗн Чӗкеҫ пӗркенчӗкне уҫса Ашшӗне тав тума аллисене ҫӗклерӗ; Йӑлтӑр ҫутӑ ярӑм ылттӑн шӑрҫа Курӑнса кайрӗ те — ашшӗн куҫӗ тӗллерӗ: Пӗр самантра кунтан аса илчӗ Урха Воевотӑ патӗнче илтнӗ сӑмаха: Майра патша валли хатӗрленӗ парне Вӑрӑ хурах аллине лекнӗ, тенине.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ылттӑн шӑрҫа ярӑмне Парнеленӗ тарӑхма, — Чун кӳтнипе ун туйне Хатӗр паян вӑл пӑсма.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ярӑм ылттӑн шӑрҫана Ӑмсанатӑн пулмалла?

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ылттӑн мерчен ҫӗррине Хӑй еркӗнне панине Курсан, патша тӗлӗнет, Пӗлсен, пӗлми ҫилленет…

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ылттӑн ҫӗрпе хӗресе Кару юпи шӑтӑкне Хунӑ чиксе питӗрсе Майра патша асӑмне.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑх аллӑма — ахах куҫлӑ ылттӑн ҫӗрӗ Такама та пӑхӑнтарӗ, темле вӑя ҫӗнтерӗ!

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хура кӑтра сухаллине Йӑс турапа тураса Хаклӑ ылттӑн алкине Ҫакать сылтӑм хӑлхине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йыхрав хӑналаннӑ вӑхӑтрах Хатӗрленет, тумланать Урха: Тӑхӑнать воевотӑ янӑ сӑхманне — Ылттӑн укаллӑ тӗрлӗ умлине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Икӗ вӗҫлӗ сурпанӗн Ҫӳҫи кӑвак пурҫӑнран, Хӗри хӗрлӗ мерчентен, Тӗрри ылттӑн укаран.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ, вӑл та кунтах, ылттӑн корона тӑхӑннӑскер…

А вот и он, в золотой короне…

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫре ӗҫчен, сӑнӗ те чипер, пӗвӗ те тӗреклӗ, кӑмӑлӗ — ылттӑн кӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах ак Калинин Указ кӑларать те, мана орденсем, ылттӑн ҫӑлтӑрсем пама Мускава чӗнеҫҫӗ, тесе калать, тет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех